Хыпар

23 Çурла, 2014

Патшалăх программисен витĕмĕ пысăк

Вăрнар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен тытăма кăçал республикăри, районти экономика аталанăвĕ ырă витĕм кÿнине палăртрĕ служба центрĕн ертÿçи Римма Евсеева, рынокри лару-тăрăва лайăхлатмашкăн Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» патшалăх программи пулăшнине çирĕплетрĕ.

21 Çурла, 2014

Раççей министрне тав тунă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей оборона министрне Сергей Шойгуна Раççей Сывлăш-çар вăйĕсен «Стрижсен» пилотаж ушкăнĕн Шупашкар кунĕнчи манăçми кăтартăвĕшĕн тав тунă.

«Шупашкар хула кунĕнче питĕ ăста летчиксен авиашоуне 300 пин ытла çын пысăк кăмăлпа сăнанă. Унсăр пуçне Чăваш Енре пурăнакан 7 пин ача ятарласа йĕркеленĕ экскурсисем вăхăтĕнче пилотаж ушкăнĕн членĕсемпе курнăçма, мухтавлă «МиГ»-сене сывлăшра кăна мар, çĕр çинче те курма пултарнă.

21 Çурла, 2014

Ĕçтешсен киоскĕнче «Хыпар» та пулĕ

Шупашкарти «Модăсен çурчĕ» умĕнче «Советская Чувашия» хаçатăн мини-маркетне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Ку вырăна ахальтен суйламан: хула варри, халăх йышлă çÿрет, троллейбуспа автобус чарăнать.

21 Çурла, 2014

Цюрихран - виçĕ медальпе

Швейцарири Цюрих хулинче çăмăл атлетика енĕпе Европа чемпионачĕ вĕçленнĕ. Аса илтеретпĕр: унта Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче Чăваш Енĕн 6 спортсменĕ тупăшнă. Елена Наговицина, Анжелика Сидорова, Вера Соколова, Александр Яргунькин, Наталья Пучкова тата Альбина Майорова.

Pages