Раççей министрне тав тунă

21 Çурла, 2014

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей оборона министрне Сергей Шойгуна Раççей Сывлăш-çар вăйĕсен «Стрижсен» пилотаж ушкăнĕн Шупашкар кунĕнчи манăçми кăтартăвĕшĕн тав тунă.

«Шупашкар хула кунĕнче питĕ ăста летчиксен авиашоуне 300 пин ытла çын пысăк кăмăлпа сăнанă. Унсăр пуçне Чăваш Енре пурăнакан 7 пин ача ятарласа йĕркеленĕ экскурсисем вăхăтĕнче пилотаж ушкăнĕн членĕсемпе курнăçма, мухтавлă «МиГ»-сене сывлăшра кăна мар, çĕр çинче те курма пултарнă.

Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентесси тата çар-патриот воспитанийĕн теми паянхи Раççейшĕн те, Чăваш Еншĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпир тăван тăрăха-çĕре, ашшĕ-амăшĕпе çывăх çыннисене хисеплеме, юратса пурăнма хăнăхтаратпăр, чыс, тивĕç туйăмне вăрататпăр. Çакă пĕтĕмпех Раççей патшалăхĕн оборона хăватне ÿстерме пулăшать. Пирĕн арçын ачасемпе хĕр ачасем Раççейĕн чи маттур летчикĕсен вĕçевне курса тÿпе çинчен, вĕçевçĕ пулма ĕмĕтленме тытăнасса шанатăп, вĕсем çĕр-шыв хÿтĕлевçисен ретне çирĕп кăмăл-туйăмпа тăрĕç», - тенĕ телеграммăра.

Ю.ПЕТРОВ.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.