Хыпар

18 Нарăс, 2014

Палăк умне чечексем хунă

Нарăсăн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта «Çĕнтерÿ» асăну комплексĕнче интернационалист салтаксен палăкĕ умне чечексем хунă çĕре хутшăннă.

18 Нарăс, 2014

Çул çинче - вăрçăри пек

Çак вăрçăра пĕри те парăнасшăн мар: водительсем çуран çÿрекенсене тапăнаççĕ, çуран çÿрекенсем руль умĕнчи çынсене ылханаççĕ. Ятлаçаççĕ-харкашаççĕ кăна мар, тепĕр чух тытăçсах каяççĕ.

18 Нарăс, 2014

«Пĕтĕм çитĕнĕвĕм - спорта пула»

«Олимп вăййисене пĕрре хутшăнса курнă спортсмен унта тепре те лекме ĕмĕтленет, - тет хăвăрт утас енĕпе тĕнче спорт мастерĕ, Тĕнче кубокĕн бронза призерĕ, XXVI çуллахи Олимп вăййисене хутшăннă Елена Грузинова.

18 Нарăс, 2014

Яваплăха хамăрăн та туймалла

Нарăсăн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн муниципалитет йĕркеленĕвĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе видеоконференци мелĕпе канашлу ирттернĕ.

Чăваш Енĕн Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров пĕлтернĕ тăрăх - 2014 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕ тĕлне республикăра пушарсен шучĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан - 22,7%, вилнисен йышĕ 42,1% ÿснĕ.

Pages