Тантăш 12 (4981) № 02.04.2026

2 Ака, 2026

«Этномир» — пĕчĕк ял, пур çĕршыв музейĕ

Навруз — çуркунне çитнине пĕлтерекен уяв. Хĕвел календарĕпе вăл — çĕнĕ çул пуçламăшĕ. Ăна кунпа çĕр тăршшĕ пĕрешкелленсен уявлаççĕ. Пуш уйăхĕн вĕçĕнче республикăри шкул ачисемпе студентсенчен тăракан делегаци чăваш культурине «Навруз» этнофестивальте кăтартнă. Вăл ытти çулхи пекех Калуга облаçĕнчи «Этномир» культура центрĕнче иртнĕ. Уяв питĕ пуян пулнă: концерт программисем, ăсталăх класĕсем. Ачасем «Этнофермăра», «Юмах тĕнчи» комплексра пулнă, тĕрлĕ халăх йăли-йĕркипе, пултарулăхĕпе, чĕлхипе паллашса чунпа пуянланса, хавхаланса таврăннă.

ЕВРОВИДЕНИРЕ ТЕ ПАЛĂРНĂ

Чăваш Енрен «Этномир» культура центрне республикăн тĕрлĕ тăрăхĕнчен пурĕ вунă ача кайнă. Вĕсем пурте «Чăваш Ен ахах-мерченĕсем» фестиваль-конкурс çĕнтерӳçисем. Республикăри ӳнер шкулĕсенче вĕренекенсем кашни çулах тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕнче палăраççĕ, кайран «Чăваш Ен ахах-мерченĕсем» фестивальте хăйсен ăсталăхне кăтартаççĕ. Лауреат ятне тивĕçнисен, çĕнтерӳçĕсен çулленех Раççейри чылай хулана, ют çĕршыва çитсе пултарулăхĕпе паллаштарма, çĕнĕ тус-юлташ тупма, пĕр-пĕрин ăсталăхне курма май пур. Çакна та асăнса хăварам: «Чăваш Ен ахах-мерченĕсем» фестиваль 2000 çулсенче вăй илнĕ. Чи малтан вăл Шупашкар район администрацийĕ пулăшнипе иртнĕ. Унта хутшăнакансен шучĕ çултан-çул ӳссе пынă. Çавна май фестивале регион шайĕнче йĕркелеме тытăннă. Асăннă фестивале пуçараканĕ — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Маргарита Павлова. Пултаруллă ачасене Мускаври предприниматель Сергей Бреус хавхалантарса пынă. Сергей Николаевич пулăшнипе малтан Шупашкар районĕн, каярах Чăваш Енри ытти кĕтесри ачасен пултарулăхĕсене аталантарнă. Ачасен ӳнер шкулĕ Мускаври Юрий Энтинăн пултарулăх центрĕпе çыхăну тытнă. «Чунга-Чанга» фестивале те темиçе хут хутшăннă. Америкăра, Китайра, Грузире, Португалире, Грецире пулнă. Акă Настя Егоркина ача-пăча Евровиденийĕнче палăрнă. Вăл вунă чи лайăх юрлакан шутне кĕнĕ. Шăпах — «Чăваш Ен ахахмерченĕсем» фестиваль витĕм кӳнине пула.

ЧĂВАШ ЕН ЧЫСНЕ ÇӲЛЕ ÇĔКЛЕНĔ

Пушăн 20-23-мĕшĕсенче республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи ачасен ӳнер шкулĕн вĕренекенĕсем Калуга облаçĕнчи «Этномир» этнографи музей паркĕнче иртнĕ фестивальте хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. «Этномир» — пĕчĕк ял, пур çĕршывăн музейĕ. Кунта çĕр çинчи кашни патшалăхăн паллă вырăнĕсемпе паллашма май пуррине пĕлтерчĕç ачасем. «Этномир» пирки кашниех хавхаланса каласа кăтартрĕ. «Эпир виçĕ концерт лартрăмăр: пĕрне тӳрех, аякри çултан çитсенех. Вăл Тăнăçлăх куполĕ айĕнче иртрĕ. Хаваслă юрă-кĕвĕпе пурин кăмăлне те уçрăмăр, пире ăшшăн йышăннине, юратнине хамăр та туйрăмăр. Иккĕмĕш концерт каçхине, тутлă плов ăсталăх класĕ хыççăн, вырăс кăмаки патĕнче пулчĕ. Концертра питĕ нумай çынччĕ. Пурте чăваш-тутар юррисемпе ташласа савăнчĕç. Виççĕмĕш концерта вара каллех Тăнăçлăх куполĕ айĕнче йĕркелерĕмĕр. Интереслĕ те кулăшла номерсемпе савăнтартăмăр», — каласа кăтартрĕ Чăваш Республикин культура колледжĕн 1-мĕш курс студентки Ксения Алексеева. Вăл иртнĕ çул Канашри 5-мĕш шкултан вĕренсе тухнă, 9 класс пĕтернĕ. Ксюша — Раççей, республика шайĕсенчи чылай конкурс çĕнтерӳçи. «Этномирти» каçсем калама çук чĕрĕ те интереслĕ иртнĕ. Ачасем ушкăнпа пухăнса баянпа Юрий Энтинăн юррисене шăрантарнă. Унсăр пуçне, вун-вун ăсталăх класне çитнĕ, наци пуканийĕсем те ăсталанă, плов та пĕçернĕ тата ытти те. «Пирĕн делегацире икĕ наци çыннисемччĕ: чăваш тата тутар. Пурте тăван чĕлхепе калаçма тăрăшрĕç. Çак кĕске хушăра пĕр-пĕринчен нумай çĕнни вĕрентĕмĕр. Мĕн чухлĕ тусюлташ тупрăмăр. «Этномира» эпир татах та кайма хатĕр», — хавхаланса каласа кăтартрĕç пĕчĕккĕллех пысăк çитĕнӳсем тăвакан ачасем.

Елена АТАМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.