«Капкăн» журналăн çĕнĕ кăларăмĕ!

28 Нарăс, 2014

«Капкăн» журналăн кăçалхи тăваттăмĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Сергей Мягковăн «Ваçук продюсер тепĕр арăслана çăлтăрсен йышне кĕртесшĕн» ÿкерчĕкĕпе уçăлать.

«Кулăш – пулăш, çавра сăмах» рубрикăра фронтри кулăшсем пичетленнĕ.

Пирĕн вулакансем журналпа тачă çыхăну тытаççĕ, редакцие çырусем, кăсăклă материалсем тăтăшах ярса тăраççĕ. Ку кăларăмра пирĕн хастар авторăн Н. Розовăн «Мода вăл - мода» калавĕ çапăннă, вăл «Ан та кала» рубрикăра вырăн тупнă.

Çавăн пекех журналта Николай Ишентейĕн «Çеçпĕл куççулĕ» фельетонĕ, Владимир Кузьминăн «Кам вăйлăрах/» калавĕ, Роман Чепуновăн «Çылăх каçарттарни» кулăшĕ çапăннă.

Кăларăма алла тытсан «Пулать вĕт», «Йĕплĕ йĕркесем», «Ах, анчах», «Пурнăç ÿкерчĕкĕсем» рубрикăсенчи кăсăклă хайлавĕсемпе паллашма пулать. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.