Кĕпер ишĕлсен пурнăç та пĕтет

19 Утă, 2014

Ункă - Мăн Çавал юппи, вăл Шупашкар, Çĕрпÿ районĕсем тăрăх юхса иртет. Унăн тăршшĕ - 65 километр. Чăвашсен авалхи çырăвĕнчех çак юхан шывăн илемĕ çинчен асăнса хăварнă. Ункăçум ялĕн ячĕ те Ункă юхан шывĕпе çыхăннă. Анчах хальхинче ку тăрăхăн пуянлăхĕпе киленме килмерĕмĕр, çынсем кĕпер япăхса кайнине пĕлтерчĕç, нимĕн тума пĕлменрен пирĕнтен пулăшу ыйтрĕç.

Нумаях пулмасть Патăрьел ял тăрăхне ĕçпе кайнăччĕ, çула май Ункăçум кĕперне те кайса курма тÿр килчĕ. Çанталăк шăрăхчĕ çав кун, вĕтĕр-шакăр кунта шыва кĕме аннă, хĕвел питтинче хĕртĕнсе выртакан та пур. Кинемейсем вĕренленĕ пăрăва шăварма утаççĕ. Кĕпер айĕнче ларакан пулăçа асăрхатăп. Кунта, шыв сиккинче, пулă кĕрет-ши вара? Çак çынсем пурте карлакĕ ваннă, хăми хăйпăна-хăйпăна кайнă кĕпер урлă каçса çÿреççĕ. Выльăх чĕрлĕх е ача-пăча шыва сикесрен чун юлмасть пулĕ ку ялсен?

«Питĕ япăхса кайрĕ пирĕн кĕпер. Юсамаллах ăна», - пăшăрханать пĕр кинемей хушаматне палăртма килĕшмесĕр. Куратăп-ха, анчах манăн сумкăра фотоаппаратпа блокнотсăр пуçне пуртă-мăлатук та, ытти материал та çук-çке. Ялта арçынсем пур-ши? Нимене тухмалла та ĕçе пĕрле тытăнмалла кăна. Çакнашкал ыйтăва вырăнтах татса пама май пур-çке. Ыйту хуравне шыраса староста килĕ енне утрăм. Журналист килсен çынсем пухăнаканччĕ, кунта вара кашниех хăйĕн ĕçĕпе çÿрет.

Геннадий Гурьев урамрахчĕ. Кĕпер ыйтăвĕпе кăсăкланнине пĕлсен вăл хăпартланчĕ те, мĕншĕн тесен ăна юсасси тахçанах канăç памасть-мĕн, анчах ĕçе ăçтан пуçлассине пĕлмест. Староста каланă тăрăх - кĕпере тĕпренех çĕнетмелле, хăма улăштарни кăна çителĕксĕр, бетон никĕсĕ ишĕлме тытăннă. «Халăхран пухнă укçа-тенкĕпе кăна пурнăçлаймăн ĕçе», - уçăмлатать арçын. Вăл ял тăрăх администрацине çак ыйтупа çитнĕ-ха. «Объект пирĕн баланс çинче мар. Унăн докуменчĕ те çук», - çакнашкал хуравланă ăна. Никам та явап тытмасть иккен ку кĕпершĕн. Ĕлĕкрех ăна колхоз пăхса тăнă. Комбайн, трактор-машина вĕçĕмех каçса çÿренĕ кĕперпе. Каярахпа ял çыннисем хăйсемех юсакаланă.

Геннадий Гурьев кивĕ документсене архивра шыраса пăхасшăн. 1953 çулта хута кайнă кĕпер хăй вăхăтĕнче стратеги пĕлтерĕшлĕ объект шутланнă. Ăна ГЭС хута яма хывнă-çке. Кунсăр пуçне Ункăçумĕнче крахмал завочĕ пулнă, вĕçĕмех унтан тавар турттарнă. Красноармейски, Элĕк, Çĕрпÿ районĕсен çыннисем çак кĕпер урлă каçса Шупашкара тÿррĕн кайнă, халĕ те çÿреççĕ.

«Объекта ял тăрăх администрацийĕ хăйĕн шутне йышăнĕ-ши? Кивĕскер инкек кăтартсан вĕсен явап тытма тивĕ-çке... Кĕпере юхăнчăккисен йышне кĕртмешкĕн экспертсене кăтартмалла, эпир чĕннипе килĕç-ши вĕсем?» - иккĕленет староста.

Кĕпер леш енче - Ункăçум çыннисен çĕр лаптăкĕсем: 120 гектар ытла. Унта пахча çимĕç, утă туса илет ял халăхĕ. Кĕтÿ çÿретмелли çерем те çавăнтах. «Кĕпер йăтăнса ансан пирĕн пурнăç та пĕтет», - çирĕплетет çак ялта пурăнакан Семен Семенов.

«Халăха пухма çук халĕ, ирхине сĕт панă çĕре ятарласа çынсемпе калаçма тухрăм. Масар карти тытса пĕтермелле, кĕпер тумалла, çул сармалла... Сăмах хускатсанах пĕри те тепри чăл пар саланса пĕтрĕ. Çынсен тăрăшăвне те курас килет-çке. Пĕччен хулă часах авăнать. Юрать-ха эсир килтĕр...» - чун ыратăвне пирĕнпе пайларĕ ял старости. Тĕрĕсех, çынсен хастарлăхĕнчен чылай килет. Халăхшăн кирлĕ ĕçсене пурнăçлама кашнин хутшăнмалла. Темшĕн кунти çынсем хăйсене айккинчи сăнавçă евĕр тыткаланăн туйăнчĕ...

Алина ТИМОФЕЕВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.