Кил-çурт, хушма хуçалăх, 29 (1031) № 25.07.2019

25 Утă, 2019

* Гараж ăшăх никĕс çинче ларать. Унти урайне нимĕн те сарман, ахаль тăпра çеç, хытса ларнăскер. Çуркуннесерен гаражри çĕр урай нÿрелет. Халĕ унта бетон сарасшăн. Çуркунне бетон урай та нÿрелсе тăракан пулмĕ-ши? Бетона мĕнле сармалла?

Ирина ПЕТУХОВА, Шупашкар районĕ.

Техника наукисен кандидачĕпе Николай СОКОЛОВПА вулакан ыйтăвĕпе тата хаçат юбилейĕ çитнĕ май унăн пĕлтерĕшĕ пирки сăмахларăмăр.

Эсир яланах вулакан ыйтăвĕсене туллин, тĕплĕн, чи кирлине кĕскен ăнлантаратăр. Раççейре тухса тăракан хаçат-журналпа çыхăну тытнине пĕлетĕп. Мĕнле кăларăмсенче пичетленетĕр тата мĕнле ыйтусемпе çыратăр?

— Эпĕ çурт-йĕр тунă чухнехи куçа курăнман, çĕр айне пулакан ĕç специалисчĕ пулнă май шăпах çав ыйтусене çĕклетĕп. Раççейре тухса тăракан «Жилищное строительство», «Строительные материалы», «Основания, фундаменты и механика грунтов», «Геотехника», «Форст» тата ытти журналпа çыхăну тытатăп. Раççей академийĕпе те тачă хутшăнура. Никĕс ярас ĕç пирки, вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçленĕ май паянхи вĕрентÿ системинче çак ĕçе йĕркелессине еплерех вĕрентес методика пирки, ытти ыйтăва тапрататпăр (Урай йĕпенесрен)

* Ыхра кăларма вăхăт-и? 

* Реклама, пĕлтерÿсем, телепрограмма

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.