Килтисем укçа парасса кĕтмелле мар

23 Кăрлач, 2020

Юлия Ильина Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн 3-мĕш курсĕнче вĕренет. Пике аслă вĕренÿ учрежденийĕн чи пултаруллă студенчĕсенчен, чи пысăк стипенди илекенсенчен пĕри.

Путина куçран тинкерсе итленĕ

Ветеринари медицинипе зоотехника факультетне ахальтен мар суйласа илтĕн пуль-ха? Ахăртнех, чĕр чунсене юрататăн.
— Çапла. Кинолога вĕренес килетчĕ. Ял хуçалăх академийĕнче çак специальноçа вĕрентнине пĕлтĕм те документсене илсе килтĕм. Эпĕ Шупашкарти 18-мĕш шкултан вĕренсе тухрăм. 10-мĕш класс хыççăнах ача- пăча лагерĕсенче вожатăй пулăшаканĕнче ĕçлеттĕм. Академие кĕрес умĕн И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ енне çаврăнса пăхрăм. Йытă-кушака юратни çĕнтерчех.
Эсĕ академи çумĕнчи волонтер корпусне ертсе пыратăн. Яваплă çак ĕçе йышăнма шикленмерĕн-и?
— Кашкăртан хăрасан вăрмана кайма хушман. Волонтер корпусĕн ертÿçин тилхепине сĕнсен вăрах шухăшласа тăмарăм. Пирĕн йышра 80 ытла çамрăк. Магистратурăпа аспирантурăра ăс пухакансем те пур. Эпир общество пурнăçĕнчен юлмастпăр, мĕн пур мероприятие хутшăнма тăрăшатпăр. Сăмах май, Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн ял хуçалăх академийĕн ĕç ветеранĕсем патне çитетпĕр, саламлатпăр. Çĕнĕ çул умĕн волонтерсем Шупашкарти «Малютка» ача çуртĕнче пулчĕç. Унта подгузниксем, ытти кирлĕ япала леçрĕç. Пĕлтĕрхи раштавăн 2-5-мĕшĕсенче Сочире волонтерсен Пĕтĕм тĕнчери форумĕ иртрĕ. Пысăк мероприятие 20 чăваш çамрăкĕ хутшăнчĕ. Унта ача чухнехи ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕм. Хама астунăранпа ту çине хăпарма ĕмĕтленеттĕм. «Роза Хутор» ту-йĕлтĕр курортĕнче пулса куртăм. Унта тăнă чухне савăнăçа ĕненмерĕм: сывлăш пÿлĕнсе килчĕ, пуç çаврăнчĕ. Сочире çĕкленекен сафари парка çитрĕмĕр, дикобразпа мангуста куртăмăр, юлан утсене утлантăмăр. Унтан Ырăлăх чулне уçнă мероприятие хутшăнтăмăр.
Волонтерсем валли йĕркеленĕ уява РФ Президенчĕ Владимир Путин çитрĕ. Эпĕ малти ретре лараттăм. Владимир Владимировича куçран тинкерсе итлерĕм. Концерт вăхăтĕнче сцена çине Раççей çăлтăрĕсем, çамрăксем юратакан юрăçсем тухрĕç. Сочирен çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа таврăнтăмăр. Унта курни-илтни асран тухмĕ.
Эсĕ академин культура пурнăçĕнче хастар. «Студентсен çуркунни» фестивале, КВН вăййине хутшăнатăн. Пултарулăху тапса тăрать!
— Культурăпа массăллă мероприятисене хастарлăх кăтартакан студентсене стипенди çумне хушса тÿлеççĕ. Эпĕ кашни уйăхра 5972 тенкĕ илетĕп. Пĕлтĕр «Студентсен çуркунни» фестивальте «Чи лайăх артист» номинацире 2-мĕш вырăн йышăнтăм. Кĕпĕрнаттăрăн çухалнă хĕрне выляма тиврĕ. Сăнар пирки шухăшларăм. Куракан ăна ăнлантăр, йышăнтăр тесе тăрăшрăм.
Академире КВН вăййисем ирттереççĕ. Факультетра команда çукчĕ. Иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне шÿтлеме юратакан, юрра-ташша ăста çамрăксене пухрăм та ушкăн йĕркелерĕм. Эпир виççĕмĕш вырăн йышăнтăмăр. Пытармасăр каласан, сцена çинче хама шыври пулă пек туятăп. Куракан умĕнче вăтанни, хумханни пулман. Эпĕ çамрăк-ха, тен, пурнăçăма пултарулăхпа та çыхăнтарăп.
Сан умра икĕ сукмак. Диплом илсен ветеринарта та, артистра та ĕçлеме пултаратăн. Хăшĕн патне чун туртать?
— Иккĕ мар, виçĕ сукмак. Пĕлтĕр Раççей Президенчĕ çумĕнчи халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕн Шупашкарти филиалне вĕренме кĕтĕм. Халĕ манăн пурнăçра хĕрÿ тапхăр — сесси. Унта та, кунта та ĕлкĕрмелле. Тата 3 экзамен тытмалла, проект хÿтĕлемелле.
Сесси вăхăтĕнче студент çывăрмасть, йĕркеллĕ апатланмасть, экзаменра лайăх паллă илмешкĕн пĕр каçрах семестр хушшинче вĕренмелли материала ăса хывать. Шпаргалка хатĕрлеме пуçларăн-и?
— Çу-ук (кулать). Эпĕ шпаргалкăсăрах экзамена кĕретĕп. Кирек мĕнле лару-тăруран та тухма пĕлмелле. Экзаменра пĕлмен ыйту лексен те преподаватель умĕнче çăвара шыв сыпнă пек лармастăп. Семестр вăхăтĕнче мăшăрсене сиктерместĕп, преподавательсем хушнине вăраха ямасăр пурнăçлатăп. Эпĕ яваплă студент, предмета «5» паллăлăх пĕлмесен те «тăваттăлăх» хуравлаятăп.
Эпĕ пуçĕпех академи пурнăçне путнă тесе ан шухăшлăр. Канмалли кунсенче «Симĕс кролик», «Çил арманĕ» пултарулăх студийĕсенче ĕçлетĕп, ача-пăча уявĕсенче аниматорта тăрăшатăп, шалу илетĕп.
Çуллахи каникулта педагогика отрячĕн йышĕнче ĕçлетĕн. Санăн канмалли кунсем пулаççĕ-и?
— Эпĕ ĕçлесе канатăп. Краснодар крайĕнчи Туапсе районĕнчи лагерьсенче 3 çул вожатăй пултăм. Кĕçĕн çултисене куçран вĕçертмелле мар: вăйăсем йĕркелемелле, ÿксе суранланасран шикленмелле, тавлашакансене чармалла… Çавăнпа аслăраххисемпе ĕçлеме кăмăллатăп. Хам та çамрăк пулнăран вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма çăмăл. Ашшĕ-амăшĕпе мар, вожатăйсемпе вăртăнни çинчен калаçаççĕ. Хĕр пĕрчисем хăйсене хăюллăрах тыткалаççĕ те арçын ачасем çухалса каяççĕ… Отрядри ачасемпе çыхăну татмастăп. Вĕсемпе Питĕрте, Хусанта тĕл пулатăп. Соцсетьре çырусем вĕçтеретпĕр, пĕр-пĕрин пурнăçĕпе кăсăкланатпăр. Вĕсен ÿсĕмĕсемпе савăнатăп.
Мĕнле шухăшлатăн, хальхи студент ашшĕ-амăшĕ укçа памасăр пурăнаять-и?
— Усăсăр çапкаланса çÿрекенсене, сиенлĕ йăласемпе туслашакансене ăнланмастăп. Студентсен кирек ăçта та ĕçлеме май пур. Такам пулăшăвне шанса лармалла мар, ыранхи кун пирки шухăшламалла. Хальхи студент ашшĕ-амăшне куçран пăхмасăр та пурăнаять.
www.hypar.ru
Ольга КАЛИТОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.