Куçунтан пăхса ăнланăп...

5 Раштав, 2015

Ытла та ырă-ши эпĕ? Е айван-ши? Хама хам та ăнланмастăп. Епле каçартăм-ши сана? Пĕлместĕп. Тунсăхланине çеç туятăп. Ĕненессĕм те килмест - эпĕ каллех сан çинчен шухăшлатăп. Кулăшла та пек, çапах ку - чăнлăх...

Сана чунăмран тĕппипех кăкларăм пулĕ теттĕм. Сансăр пурăнма вĕрентĕм. Анчах чĕрем тĕпĕнче яту упранать иккен. Малтанах çакна асăрхаман та. Тен, чухласан та пытарма хăтланнă-ши? Пурнăçăма çапса хуçнă, чĕреме çунтарнă çынна пачах курайми пулса çитнĕччĕ. Ятна та асăнмастăм. Вăхăт иртнĕ майăн япăххи темшĕн манăçать. Чун йывăр тиеврен хăтăлса çăмăлланать. Лайăххи вара темле тăвăрлăхра та упранма вырăн тупатех авă. Ырри çулăмра çунмасть, кăварта кĕлленмест, шывра путмасть. Темле асар-писер çил те лăскаса хавшатаймасть ăна, аçа-çиçĕм те хуратаймасть.

Акă манăн ăшăмри çил-тăвăл та лăпланчĕ. Çанталăк уяртма ĕлкĕрчĕ çеç - тунсăхлама та тытăнтăм. Çапла, кулăшла. Тепĕр чухне хăрушă та. Çулăмпа çуннă, туйăмсен кăварĕн тĕтĕмĕпе чыхăннă самантра вăхăт иртсен эпĕ сана лăпкăн аса илсе йăл куласса систерекене ухмаха тухнă тейĕттĕм. Халĕ акă хам аташатăп пулмалла. Пĕрле ирттернĕ кунсене куç умне кăларнă май кĕлеткем тăрăх темле хум чупса иртет. Сивви, çÿçентерекенни мар, ăшши, темĕнле ырăлăх кÿрекенни. Чăн юрату вилмест теççĕ. Çакă-и асар-писертен çăлăнса тухнă таса туйăм? Вăлах пулсан ун пирки пурăнма хавхалантарать теççĕ...

Юлашки вăхăтра час-часах аса илетĕп сана. Пĕрмаях тесен те йăнăш мар-тăр. Çамрăк чухнехиллех тунсăхлатăп сансăр. Тен, вăйлăрах та. Çук, сана курассишĕн антăхмастăп эпĕ. Ырă асаилÿсемпе пурăнатăп. Сăнару та куç умĕнчех. Пĕлетĕп: юрамасть капла, анчах асăма час-часах килетĕн пулсан мĕн тăвас-ха манăн? Шухăшăмсене иртнине таврăнма епле чарас? Çăварлăхламан юланута йĕвенпе тытса чараймăн. Ирĕке тухнă туйăмсем те çаплах. Сывлăша çурса çапнă пушă сасси те хăратмасть вĕсене.

Хĕрарăмсен ĕмĕтĕнчи арçын мар эсĕ. Япăх енсем чылай санра. Анчах пахи те çук мар. Шăпах вĕсемпе ыттисенчен уйрăлса тăма пĕлеттĕн те. Тен, çавăнпах саврăм та сана. Юратма пĕлеттĕн. Еплерех сăмахсем калаттăн! Ачашшăн сĕртĕнсе çепĕççĕн çупăрлама та ăстаччĕ эсĕ. Эпĕ саншăн сывлăш пек кирлине палăртаттăн. Пире вара, хĕр-хĕрарăма, çакă кирлĕ мар-и?

Айванла, анчах чĕрем тĕпĕнче эсĕ те мана хушăран та пулин аса илетĕн тесе ĕненетĕп. Чăннипех шанатăп çакна. Тепĕр чухне эсĕ шăнкăравласса та кĕтетĕп. Санпа курнăçма та хирĕç мар эпĕ. Мĕн калассине, хама епле тытассине те тахçанах палăртнă. Малтанласа санпа ăнсăртран тĕл пуласран хăраттăм. Туйăмсене тытса чараймасăр мăнкăмăллăн иртес вырăнне ыратăва манса санăн ытамна ыткăнасран шикленеттĕм. Халĕ - чупса пымăп, анчах сăмах чĕнмесĕр иртме те пултараймăп. Чарăнса тăрăп та: «Епле пурăнатăн?» - тесе ыйтăп. Туйăмсене палăртмăп эпĕ. Эсĕ те чун-чĕрÿнте мĕн пулса иртнине каласа кăтартма хăяймăн, пушшех те - пытарма хăтланăн. Мансăр тунсăхланине куçунтан пăхса çеç ăнланăп.

Аса илетĕн-ши тульккăш? Хушăран та пулин... Ырри манăçнă тăк усалпа асăн хăть. Ан ман кăна. Эсĕ те мана асра тытнине туйма пултарам.

ЯНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.