Кун-çул кĕнекине çав-çавах çырать

30 Кăрлач, 2018

– Хыçа хăварнă çул çине çаврăнса пăхатăп та кăмăлăма салху туйăм иленнине сисместĕп-ха, — калаçăва çапла пуçласа ячĕ Пантелеймон Ермошкин, Йĕпреç тăрăхĕнчи ятлă-сумлă çынсенчен пĕри. — Кулянма пĕр сăлтав та çук манăн. Шăпам пилленĕ çулпа тĕрĕсех утса пытăм. Тĕллевĕме пĕтĕмпех пурнăçларăм пуль. Пархатарлă ĕç тивлетне туллин туйса тăма тивĕçĕм пур пек... Калаçма чарăнчĕ те ман çине ыйтуллăн пăхса илчĕ, унтан васкамасăр çапла хушса хучĕ:

— Пурнăçăм кĕнекине пĕччен мар, Йĕпреçсемпе, туслă йышпа пĕрле çырнăран манăн вĕсенчен пытармалли нимĕн те çук. Саратоври ял хуçалăх институчĕн дипломне илнĕ çирĕм иккĕри инженер 1955 çулта Йĕпреçри машина-трактор станцийĕнче дефектовщикра ĕçлеме тытăннă. Хăй мĕн пултарнине кĕске хушăрах кăтартса пама ĕлкĕрнĕ çамрăка икĕ çул иртсен МТСăн тĕп инженерĕн пуканĕ çине лартнă. Анчах Пантелеймон Михайлович ĕç кунне пÿлĕмре ларса ирттермен. Ăна юсав мастерскойĕн рабочийĕсен хушшинче тăтăшах курнă, вăл ĕçе ÿсĕмлĕ тума пулăшакан сĕнÿсем панă, хуçалăхсенче тăрăшнă механизаторсем патне васканă. МТСран юсавпа техника предприятийĕ туса хурсан вăтăра та çитмен тĕп инженера ертÿçĕ тилхепине тыттарнă. Хĕрÿллĕн те пуçаруллăн пикеннĕ çĕнĕ ĕçе. Унăн пултарулăхĕпе ăсталăхĕ пысăк пулнине тĕпе хурса Чăваш Енре тракторкомбайн двигателĕсене пайăррăн юсама чи малтан Йĕпреçри пĕрлешÿре çул панă.

— Кашни çул 3500-4000 двигательрен кая мар анатчĕ конвейер çинчен, — аса илчĕ ветеран. — Чĕмпĕр облаçĕнчен, Тутар, Мордва республикисенчен килетчĕç юсаттарма. Саккассене вăхăтра, лайăх пурнăçланă. Юсавçăсен ячĕпе рекламацисем килнине астумастăп.

Предприяти республикăри ăмăртура яланах малтисен йышĕнчеччĕ, куçса çÿрекен ялава пĕрре кăна мар çĕнсе илнĕ. КПСС Тĕп Комитечĕн, СССР Министрсен Канашĕн, ВЦСПС тата ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн дипломĕсене тивĕçнĕ. Вĕсем хĕрлĕ кĕтесре вырăн тупнăччĕ. Директор çичĕ хут тар кăлармасăр, йыша тĕллевлĕ çулпа уттарассишĕн тăрăшмасăр туптанман çав ÿсĕм. Кăкăрне илем кÿрекен Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» тата «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ятсене сăн-питĕнчи йăлтăр кулăшăн паман. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.