Туслăх кĕреки: "Асанне, эпĕ сан пек пуласшăн"
Наци проекчĕсем: Аттестаци тухнă экспертсен шучĕпе - иккĕмĕш вырăнта
Строительство сферинчи аттестацин çĕнĕ тытăмне ирттерни проектпа смета документацийĕн пахалăхне ÿстерме пулăшать.
Кил-çурт, хушма хуçалăх 44 (1046) № 07.11.2019
Тантăш № 44 (4662) 07.11.2019
«ÇĔНĔ ХУМ» КОНКУРС çĕнтерÿçисене саламлатпăр!
Кăвар чĕреллĕ поэт Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература пултарулăхĕн ăмăртăвĕ вĕçленчĕ. Вăл акан 1-мĕшĕнчен пуçласа чÿкĕн 1-мĕшĕччен пычĕ. Ăмăртăвăн тĕп тĕллевĕ – илемлĕхе туякан пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртасси, вĕсене литература ĕçне анлăрах явăçтарасси пулчĕ.
Кашни хайлаврах – пурнăç урокĕ
Манăн алăра асамлă кĕнеке. Мĕнпе асамлă-ши вăл? Унра – халăх ăсĕ, ăрусен, иртнипе пуласлăх çыхăнăвĕ. Çак кĕнеке «Кил илемĕ» ятлă, авторĕ – Геннадий Волков. Вăл пĕр арчана тăван халăхăн пуянлăхне пуçтарнă. Ача чухнех илтнĕ халапсене Геннадий Никандрович манăçа кăларман. Вăл вĕсене пире, çамрăк ăрăва, халаллать. Эпир вĕсене çухатмасса шанса тăрать.
Пĕчĕк юмахсенчех вун-вун ăрури пин-пин çын ăс-тăнĕ. Ваттисен сăмахĕсенче мĕн тери тарăн шухăш тата! Мана та çак кĕнеке тыткăнларĕ.