Министр хуравларĕ

28 Чÿк, 2019

Чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче ЧР культура министрĕ Константин Яковлев тÿрĕ эфира тухрĕ.

Республика ĕçченĕсене тĕрлĕ ыйту канăçсăрлантарать:  "Культура" наци  проекчĕсене пурнăçа кĕртесси, вулавăшсене çĕнĕ илемлĕ литературăпа тивĕçтересси,  культура еткерлĕхĕсене упрасси, тĕп хулари вĕрсе каламалли оркестра сыхласа хăварасси, библиотекăсене пурне те малалла ĕçлеттересси тата ытти те.

Хăшĕ-пĕри республикăри наци-культура пĕрлĕхĕсен ĕçĕсемпе кăсăкланать, культура керменĕсене, çурчĕсене юсассине те куçран вĕçертмеççĕ  пирĕн çынсем.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн укерчĕкĕсем. 

Рубрика: 

Комментари хушас