70 ҫухрӑма кӗскетсе Андриян патне хăнана!

16 Ака, 2022

Ҫулсерен, Космонавтика кунне халалласа велосипедпа ярӑнма кӑмӑллакансем Шупашкар - Ҫӗнӗ Шупашкар - Шуршӑл маршрутпа старта тухаҫҫӗ. Ырӑ йӑла 2004 ҫултанпах тӑсӑлать.

Паян та "Хĕвеллĕ кустăрмасем" спорт юхӑмӗн хастарӗсем Вячеслав Платонов ертсе пынипе, Шупашкарта Совет Союзĕн Геройĕ Юрий Гагарин палăкĕ умне пухӑнчӗҫ. Сумлӑ космонавта хисеп туса чĕрĕ чечексем хучĕç, унтан вара ҫула тухрӗҫ... Вӗсене хавхалантарсах тейӗн паян ҫанталӑкӗ те уяр тӑрать. хӗвел шевлисем велосипед кустӑрмин спицисем ҫинче йӑлт-ялт! ҫиҫсе пыраҫҫӗ, аякранах ҫутатса пыраҫҫӗ.

Маршрут кӗске мар - 70 ҫухрӑма яхăн... Ҫапах та ырӑ ӗҫ-пуҫа хутшăнма спортсменсем кӑна мар, ветерансем те кӑмӑл тунӑ. "Байконур" космодромра хӗсметре тӑнӑ хастар салтаксем, паянхи кун тивĕçлӗ канурискерсем, ҫамрӑксенчен юлас мар тесе старта тухнӑ. Вӗсен йышӗнче - Алексей Михалуков та. Вӑл кӗлеткене ҫирӗплетес тесе кулленех чупать, велосипедпа ярӑнма тӑрӑшать. Анчах та ку велочупу уншӑн - пӗрремӗш.

Хастар юхӑм ҫула кӗскетсе Çĕнĕ Шупашкара, унтан вара Шуршăла çул тытрĕ. Финиш хыççăн вĕсем Шуршăлти Асăну комплексĕнче экспозиципе паллашрĕç, Андриян Николаев вил тăпри çине чечексем хучĕç.

Валентина ПЕТРОВА. 

Автор сӑн ӳкерчӗкӗсем 

www.hypar.ru 

Комментари хушас