Ача-пăча лапамĕ уçăлнă

22 Утă, 2020

Канаш районĕнчи Анаткас Уçырма ял тăрăхĕнче черетлĕ ача-пăча лапамне уçнă. Уншăн ял тăрăхĕ вырăнти хастарсене тав тăвать. Вĕсем çине тăнипе ачасене выляса савăнмашкăн хăтлă вырăнсем йĕркелеççĕ.

Ача-пăча лапамĕсем шăпăрлансене пĕр-пĕринпе туслăн выляма хăнăхтарнине палăртаççĕ. Ыттисемпе хутшăнма вĕренесси пĕчĕкрен пуçланать мар-и? Унтах ачасем мĕн те пулин çĕннине шухăшласа кăларма ăнтăлаççĕ.

Анаткас Уçырма ял тăрăхĕнчи ача-пăча лапамĕсенче карусель, тăвайкки, хăйăр купи, качели тата ытти те пур. Пĕчĕкренех тирпейлĕхе хăнăхма урна вырнаçтарнă.

www.hypar.ru Анаткас Уçырма ял тăрăхĕн căн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас