Ачасем шкула маскăсăрах кайĕç

27 Çурла, 2020

Кăçал шкулсемпе аслă вĕренÿ завденийĕсенеч ачасемпе студентсене пĕлÿ парассине епле йĕркелĕç? Пĕлÿ кунĕнче йăлана кĕнĕ линейка пулĕ-и? Çак тата ыйтăвăн хуравне тупма май пулчĕ ĕнер ЧР Правительство çуртĕнче иртнĕ «хĕрÿ линире». Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева ертсе пычĕ. Министрсем, Роспотребнадзор ĕçченĕсем ашшĕ-амăшĕн ыйтăвĕсене хуравларĕç.

«Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче шкула пуçласа каякансем валли савăнăçлă линейка пулĕ. Ыттисен парта хушшине унсăрах ларма тивĕ. Пĕлÿ кунĕнче пур шкулта та патриотизм урокĕ пулĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халаллĕç. Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Енре, Раççейри мĕн пур вĕрентÿ учрежденийĕнчи пекех, сывлăх урокĕ иртĕ. Унта коронавирус инфекцийĕ сарăлнă тапхăрта ачасен хăйсене епле тытмалли пирки каласа ăнлантарĕç», — палăртрĕ Алла Салаева.

Республикăра сарăлнă сас-хура тăрăх, авăн уйăхĕн 20-мĕшĕ хыççăн ачасем каллех дистанци мелĕпе вĕренме тытăнĕç. Алла Леонидовна çакă пустуй сăмах кăна пулнине çирĕплетрĕ. «Шкулта, паллах, дезинфекци йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Лару-тăру еплерех пулассине 20 кунра тĕрĕс хак пама май килĕ», — терĕ вăл.

Ашшĕ-амăшне ача сачĕсем йăлана кĕнĕ режимпа хăçан ĕçлеме пуçласси те кăсăклантарчĕ. Ку ыйтăва паян оперативлă штабăн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе иртекен черетлĕ ларăвĕнче татса парĕç. Шкулсенче 1-4-мĕш классенче вĕренекенсене апата тÿлевсĕр çитерĕç, анчах хальлĕхе меню паллă мар… Ку ыйтăва çак кунсенче татса парĕç, менюна кашни вĕрентÿ учрежденийĕн сайтнех вырнаçтарĕç. Иккĕмĕш сменăра вĕренекенсем те апатсăр юлмĕç.

Шкула ачасене малашне ÿт температурине виçсе кĕртĕç. Температура ÿснĕ ачана медпÿлĕмре пулăшу памалла, кирлĕ тĕк тухтăра чĕнмелле, ковидпа чирлени палăрсан класа карантина хупмалла. Шкулсенче пĕрлехи концертсем, пысăк мероприятисем йĕркелемелле мар. Ачасем класран класа çÿремĕç. Шкул ачисене маскăсăрах çÿреме ирĕк параççĕ, вĕрентекенĕн вара урок вăхăтĕнче маскăсăр ĕçлеме юрать, анчах коридора тухсан хÿтĕлев хатĕрне тăхăнмаллах. Кружоксемпе хушма пĕлÿ паракан занятисене те ирттермĕç.

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăри пур вузра та вĕренÿ тапхăрĕ пуçланĕ. Студентсемпе преподовательсем маскăсемпе, антисептиксемпе усă курĕç. Лекцисене йăлана кĕнĕ пек пысăк аудиторисенче ирттермĕç, занятисене пĕчĕк йышпа кăна йĕркелĕç. Ют çĕршывран килнĕ студентсен /вĕсен йышĕ 3000 ытла/ икĕ эрне карантинра ларма тивĕ.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас