Атăл çинчи телее пĕрле пайлар

11 Çурла, 2025

Чăваш Ен тĕп хули уяв хăнисене мĕнпе савăнтарĕ тата тĕлĕнтерĕ?

Шупашкар хули çурла уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче 556-мĕш çуралнă кунне паллă тума хатĕрленет. Уяв, иккĕленӳ çук, савăк кăмăл-туйăм парнелĕ, нумайлăха асра юлĕ. Ку эрнери канмалли кунсем «Атăл çинчи телей» девизпа — социаллă сетьсенчи чи анлă сарăлнă хэштегпа — иртĕç.

Шупашкар кунне анлă паллă тăвасси тахçанах çирĕп йĕрке пулса тăчĕ ĕнтĕ. Кăçал тĕп хулара пурăнакансемпе хăнасене мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтĕç? Кун пирки уява йĕркелекенсем Шупашкар хула администрацийĕнче ирттернĕ пресс-конференцире тĕплĕн каласа кăтартрĕç.

Шупашкар хула админстрацийĕн культура управленийĕн пуçлăхĕ Людмила Маркова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал уяв мероприятийĕсем валли виçĕ пысăк лапам — Юрă уйĕ, Мускав çыранĕ тата Хĕрлĕ тӳрем — уйăрнă. Кунсăр пуçне тĕп хулан районĕсенчи парксенче, нумай хутлă çуртсен картишĕсенче 40 ытла мероприяти ирттерме палăртнă.

Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаçатăн çитес номерĕнче.

www.hypar.ru Валентина Багадерова сăн ÿкерчĕкĕсем

 

Комментари хушас