Бюджет пысăкланать

9 Пуш, 2022

Республика бюджечĕ тата 6 миллиарда яхăн тенкĕлĕх пысăкланать. Тивĕçлĕ саккун проектне Министрсен Кабинечĕ юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларура ырларĕ.

Финас министрĕ Михаил Ноздряков бюджета кĕртме сĕнекен тӳрлетӳсемпе паллаштарнă май ăнлантарнă тăрăх, улшăнусем регион иртнĕ çула мĕнле вĕçленипе сăлтавланнă: «Çулталăка япăх мар вĕçлерĕмĕр — çакă бюджета тӳрлетессине витĕм кӳчĕ». Çав шутра — хамăрăн тупăшсем 16% хушăнни, пĕлтĕрхи бюджета профицитпа пурнăçлани, патшалăх парăмне чакарма пултарни.

Иртнĕ çултан 659 миллиона яхăн тенкĕ юлнă. Çулталăк пуçламăшĕнче коронавируспа çыхăннă лару-тăру кăткăсланнине кура çак укçан пĕр пайне пандемипе кĕрешме тăкакланă. Резерв фондне пысăклатнă — саккунпа килĕшӳллĕн ăна бюджетăн 3% танлашакан виçи чухлĕ тума юрать. Çапла вара çивĕч ыйтусем тухса тăрсан 1,5 миллиард тенкĕлĕх «хăрушсăрлăх минтерĕпе» вĕсене татса памашкăн усă курма май пулĕ.

Бюджетăн хушăнакан пайĕн 1,98 миллиарда яхăн тенки — хамăрăн тупăш, 3,98 миллиарда яхăн тенкĕ — федераци бюджечĕ каялла тавăрса памалла мар майпа уйăракан укçа. Михаил Геннадьевич çак миллиардсемпе мĕнле тĕллевсемпе усă курассине те уçăмлатрĕ. Кашни тенке тăкакласси уçăмлă — экономика аталанăвне тĕревлессинчен пуçласа педагогика ĕçченĕсене тӳлевсемпе хавхалантарасси таран. Ял хуçалăхне, çул-йĕр отрасльне те манса хăварман. Калăпăр, укçа хушăннă май Çул-йĕр фончĕн кăçалхи виçи нихçанхинчен пысăкрах пулать — 7 миллиард тенкĕрен те иртет.

Правительство çавăн пекех Обязательнăй медстраховани фончĕн бюджечĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене патшалăхăн уйрăм полномочийĕсене парасси, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен чиккисене палăртасси çинчен калакан саккунсен проекчĕсене, республика Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвне пурнăçламалли комплекслă плана ырларĕ.

Ĕç тăвакан влаç органĕсенче хушусемпе йышăнусене пурнăçлассипе çыхăннă дисциплинăна хăйĕн докладĕнче ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçи Вячеслав Борисов хакларĕ. Вăл дисциплина çирĕпленнине палăртрĕ — хушусене пурнăçласси 98% та иртнĕ. Çапах хăш-пĕр ведомство вăтам çак шая çитеймен. Вĕсен шутĕнче Вячеслав Аркадьевич Вĕрентӳ, Ĕçлев, Çут çанталăк ресурсĕсен, Промышленноç министерствисене асăнчĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, ĕçе проектсен принципĕ çине куçарнă май хушусене тĕпе хурса ĕçлес вăхăтсем иртсе пыраççĕ, анчах «йăлăхтармăш çак инструментсăр та хальлĕхе май çук-ха» — унпа та усă курма тивет, апла тăк дисциплина та çирĕп пулмалла.

Предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăйăн иртнĕ çулхи ĕçĕ çинчен Александр Рыбаков бизнес-омбудсмен отчет турĕ. Ĕçĕ курăмлă, çакна ыйтăм ирттернĕ май предпринимательсем те çирĕплетнĕ. Бизнес патшалăх пулăшăвне те пысăка хурса хаклать. Çапах уполномоченнăйăн кĕрĕк арки йăваласа ларма вăхăт çукки те куçкĕрет — пулăшу ыйтакан чылай. Çакăнта, паллах, республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнес суб±екчĕсен йышĕ пысăкланса пынин кăтартăвĕ те палăрать. Паян регионта 65 пин предприниматель /çак шута хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем те кĕреççĕ/ шутланать, Александр Николаевич çак çар татах ӳсессине палăртрĕ.

Александр Рыбаков икĕ предприниматель тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçсене пĕтерме май килнипе кăмăллă. Патшалăх тата муниципалитетсен саккасĕсене пурнăçланă май подрядчиксемпе поставщиксене вăхăтра тата туллин тӳлемен тĕслĕхсем пурри çинчен каларĕ. Çавăнпа предпринимательсем валли прокуратурăпа пĕрле йышăну кунĕсем ирттерни витĕмлĕ — «кун пек чухне бизнес представителĕсем çĕклекен ыйтусене татса парасси самай хăвăртланать».

Уполномоченнăй шучĕпе, пандеми, Анăç Раççей тĕлĕшпе йышăннă санкцисен условийĕсенче влаç бизнеспа тата та çывăхрах пулма тăрăшĕ: «Раççей Правительстви пулăшу мерисен пĕрремĕш пуххине çирĕплетнĕ ĕнтĕ, çывăх вăхăтра иккĕмĕшĕ те пулмалла». Унпа Олег Николаев та килĕшрĕ: «Кулленхи лару-тăрăва оперативлă майпа шута илĕпĕр, çакă енсен интересĕсен шайлашăвне, экономика аталанăвне тивĕçтерме кирлĕ».

www.hypar.ru

 

Комментари хушас