Çĕнĕ юрпа - çĕнĕ вулавăш

24 Раштав, 2020

Çук, вулавăш çурчĕ çĕп-çĕнĕ мар-ха, анчах ăна кăçал федерацин «Çĕнĕ ăрури библиотека» пилот программипе килĕшӳллĕн тĕпрен юсанă та, палламалла мар улшăннă. Малтанхинчен темиçе хут лайăхланнă.

Вулавăш Валентина Чаплина поэтесса, прозаик тата драматург ячĕпе хисепленет. Библиотекăн çĕнĕ дизайнĕ «Культура» наци проекчĕн тĕслĕх стандарчĕпе килĕшсе тăрать.

Çĕнĕ ăрури библиотекăна уçма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, министрсемпе депутатсем хутшăнчĕç.

Олег Алексеевича, ытти хăнана вулавăшпа тĕплĕн паллаштарчĕç. Вулав залĕнче хăтлă, çутă, илемлĕ. «Ремез» экологи отрядне тата «Калаçакан калем» литература студине çӳрекен шкул ачисем вĕсене хăйсем пурнăçлакан ĕçсем пирки каласа кăтартрĕç. Вулавăшрах «Ача-пăча литератури» издательствăн /Мускав/ куравне йĕркеленĕ, Амфитеатр зонинче Санкт-Петербургри Владимир Маяковский ячĕллĕ хула вулавăшĕпе пĕчĕк телекĕпер йĕркелерĕç.

Нумай енлĕ выляв сĕтелĕ-трансформер, тĕрлĕ программăпа тивĕçтернĕсер, çамрăк ăрăва канма, пĕлĕве ӳстерме питĕ меллĕ. Регион ертӳçи ачасене çакăн пек пуянлăхпа туллин усă курма сунчĕ: «Эпир ача чухне кунашкалли пирки ĕмĕтленме те пултарайман», — терĕ.

Валентина Чаплина писательницăн музей экспозицийĕнче унăн ĕç кабинетне сăнланă. Вулавăшра çавăн пекех куравсем валли «Арт-стена» хутлăх та пур. Хальхи вăхăтра унта Каллиста Ивановăн ĕçĕсен выставкине уçнă. Хăнасем унпа та паллашрĕç.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА сăн ӳкерчĕкĕсем.

Василий Кузьмин сăн укерчекĕсем кунта. 

Комментари хушас