Чăваш çамрăкĕсем ыр кăмăллăх ĕçĕнче хастар

25 Çĕртме, 2020

Тăван çĕршыва юратасси, унпа мăнаçланасси çитĕнекен ăру чун-чĕринче пĕчĕкрен вырăн тупмалла. Çак туйăмсене вăратассишĕн чи малтанах аслисен яваплăха туймалла.

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Раççей Федерацийĕн гражданĕсене патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвĕнче ку енĕпе пурнăçламалли ĕç-хĕле пăхса тухрĕç. «Воспитани ĕçĕнче патриотизм — питĕ пĕлтерĕшлĕ самант. Вăл чи малтанах çамрăк армеецсен, кадетсен, шырав юхăмĕсемпе тачă çыхăннă», — терĕ ларăва уçнă май Чăваш Республикин пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев.

Чăваш Республикинче, чăнах та, çак юхăмсем вăйлă аталаннă. Сăмахран, республикăра 208 кадет класĕ уçнă, вĕсенче 4700 ытла кадет пĕлÿ илет. 39 шырав отрячĕпе пĕрлĕх ĕçлет. Вĕсем Крым Республикинчи, Севастопольти, Калуга, Тверь, Ленинград облаçĕсенчи çапăçу пынă вырăнсене экспедицисем йĕркелеççĕ, хыпарсăр çухалнă, фронтра пуç хунă салтаксем пирки нумай информаци тупаççĕ. «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисене йĕркелесси те манăçа тухман. Унта хутшăнакан ачасем тĕрлĕ йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхаççĕ, пуçламăш çар пĕлĕвĕ илеççĕ. ЧР вĕренÿ министрĕ Сергей Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, ачасемпе çамрăксене граждан-патриотизм воспитанийĕ, тăван тăрăха юратма вĕрентес тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Чăваш Енри патриотизм воспитанийĕн ĕç-хĕлне Федерацин çамрăксен ĕçĕсен агентствин ертÿçин заместителĕ Григорий Гуров пысăк хак пачĕ. Чăваш çамрăкĕсем уйрăмах ыр кăмăллăх ĕçĕсене хастар хутшăннине палăртрĕ вăл.

Кăçал Раççей халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Çĕнтерÿпе вĕçленĕренпе 75 çул çитнине паллă тăвать. Шел те, вăрçă ветеранĕсен йышĕ çулсерен чаксах пырать. Хальхи вăхăтра республикăра вăрçăра пулнă 10061 çын пурăнать. Çĕнтерÿ кунĕ умĕн ветерансем, çавăн пекех тыл ĕçченĕсем, ыттисем тимлĕхсĕр юлманни çинчен пĕлтерчĕ ЧР ĕçлев министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Лариса Арсентьева. РФ Президенчĕн Владимир Путинăн, Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев хушăвĕпе вĕсене укçан та хавхалантарнă, парнепе те савăнтарнă, юбилей медалĕсемпе те чысланă. Сăмах май, аслă ÿсĕмри çынсене пулăшассине патшалăх яланах пысăк тимлĕх уйăрать. Малашне те çаплах пулĕ. Вĕсене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, сывлăхне çирĕплетме пулăшаççĕ.

Пĕлтĕр муниципалитетсен, музейсемпе архивсен информацийĕсем çинче никĕсленнĕ информаци ресурсĕ ĕçлеме пуçланă. Чăваш Республикинчи асăну палăкĕсен тата истори еткерлĕхĕн объекчĕсен интерактивлă картти И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ сайтĕнче вырнаçнă. Университет ректорĕ Андрей Александров пĕлтернĕ тăрăх, кунашкал ресурс пĕтĕмпе те ултă регионта çеç пур. Федерацин çамрăксен ĕçĕсен агентствин грантне тивĕçнипе, Алексей Юрьевич каланă тăрăх, карттăна пуянлатма май килнĕ: тата тăхăр блок кĕртнĕ. Çак шутра «Фронтран янă çырусем», «Вăрçă çулĕсенче Чăваш Енре йĕркеленнĕ çар чаçĕсем» тата ытти те. Килес çул Сăр оборона линине тума хутшăннисене халалланă çулталăк пулнине тĕпе хурса республика историйĕнчи çак тапхăрпа çыхăннă сыпăка та Андрей Александров интерактивлă карттăна кĕртме сĕнчĕ.

Ларура çавăн пекех патриотизм воспитанийĕн малашнехи тĕллевĕсене те палăртрĕç. «Çак ĕçе мĕн чухлĕ ытларах çын хутшăнать, çавăн чухлĕ нумайрах пуçару пулать. Тĕллевсене палăртрăмăр, вĕсене пурнăçа кĕртесси халĕ хамăртан килет», — терĕ лару ĕçне пĕтĕмлетсе Олег Николаев.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: 

Комментари хушас