Чăваш Ене чи лайххисем пуçтарăнĕç

11 Ака, 2025

Пирĕн республика «Ялта чи лайăххисем» агрослета хатĕрленет. Правительство çуртĕнче ку ыйтупа ĕçлекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Артамонов ертсе пычĕ.

Вăл каланă тăрăх, агрослета кăçал Атăлçи округне кĕрекен регионсенчи çамрăксем те хутшăнĕç. «Ку ыйтупа полпредăн заместителĕ Олег Машковцев канашлу ирттернĕ. Регионсенче те чи лайăххисене суйласа илĕç. Вĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартĕç, проекчĕсемпе паллаштарĕç», — терĕ Сергей Геннадьевич. Хăнасем валли уйрăм экскурсисем йĕркелеме палăртнă.

Агрослет кăçал çу уйăхĕн 30-31-мĕшĕсенче Тăвай округĕнче иртĕ. Унта тĕрлĕ профессиллĕ 1500 яхăн çамрăк пуçтарăнĕ. Яланхи пекех слета хутшăнакансен парачĕпе уçăлĕ. Слет программи яланхи пекех анлă пулĕ: ăсталăх сехечĕсем, лекцисем, ăмăртусем, тĕлпулусем, конкурссем, концертсем... Тĕслĕхрен, агроблогерсем контет тытса пыма, социаллă сетьсемпе ĕçлеме вĕрентĕç. Çавăн пекех пулă яшки тата пăтă пĕçерекенсен хушшинче чи лайăххисене палăртĕç, спикерсем «Пуçаруллă бюджет» программи тата ТОСсем çинчен каласа кăтартĕç, ăстасем чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене уçса парĕç. Аслă вăрçă пирки кăларнă кĕнеке презентацийĕ те иртĕ. Кĕнекесен куравне те йĕркелĕç. Слета пултарулăх коллективĕсемпе профессионал юрăçсем илем кӳрĕç. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева слетра пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатма сĕнчĕ. Вăл, сăмахран, агротуризм темипе уйрăм лапам йĕркелесшĕн. Слета пĕлтĕрхи пекех çамрăк çемьесем те хутшăнĕç. Вĕсем валли те кăсăклă программа хатĕрлеççĕ.

Кăçалхи агрослета Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин çулталăкне тата Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 80 çул çитнине халаллĕç. Çавăнпа патриотлăх теми тĕп вырăнта пулĕ. Агрослет «Çĕнтерĕве пĕрле кĕтсе илетпĕр» чĕнӳпе иртĕ. Чăваш Енĕн Хĕрарăмсен союзĕн ертӳçи Наталья Николаева пĕлтернĕ тăрăх, унта вăрçă юррисем янăрĕç, Çĕнтерӳ вальсĕ ташлĕç, «Воин» центр ĕçченĕсем çар техникипе паллаштарĕç. Агрослета ятарлă çар операцине хутшăнакансене, СВО ветеранĕсене чĕнĕç.

Слета лекес текенсене «Агрослета мĕншĕн хутшăнасшăн?» эссе çыртарĕç. Шухăша тĕплĕнрех уçса паракансене командăна илĕç. Агрослета лекейменнисем вара онлайн мелпе хутшăнма пултарĕç.

www.hypar.ru

Комментари хушас