Чăваш пукане театрĕнче Надежда Алферовăн пултарулăх каçĕ иртрĕ
Ăна артисткăн 75 çулхи юбилейне халалланă (çавра çула Надежда Валентиновна пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă тунă).
Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артистки Надежда Алферова Чăваш патшалăх пукане театрĕнче 40 çул ĕçленĕ. «Эпĕ артистсен çемйинче ÿснĕ, çавăнпа хам валли урăх çул курман та», - терĕ вăл савăнăçлă мероприятире сцена çине тухсан.
Надежда Валентиновна 150 ытла сăнар калăпланă, вĕсенчен чылайăшĕ театрăн «ылтăн» фондне кĕнĕ. «Хĕрлĕ Калпака выляр» спектакльти Кашкăр сăнарĕпе вăл Иваново хулинчи фестивальте икĕ номинацире çĕнтернĕ.
Надежда Алферова пултаруллă артист çеç мар, режиссер та. Унăн «Виçĕ сысна çури», «Кушак пÿрчĕ» тата «Ряба чăх, е Ансат телейпе ылтăн инкек çинчен калани» спектаклĕсем паянхи кун та пĕчĕк куракансене савăнтараççĕ. Сăмах май, пултарулăх каçне пухăннисем Надежда Алферова вылякан тата вăл лартнă спектакльсен сыпăкĕсене курса киленчĕç.
Театр ăстине саламлама халăх йышлăн пухăнчĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн директорĕн çумĕ Наталья Ахмед юбиляра ăшă сăмахсем каланипе пĕрлех унран пил те ыйтрĕ.
Надежда Валентиновнăна ача сачĕсенче те питĕ юратаççĕ. Вăл пырса кĕрсенех пĕчĕккисем: «Пирĕн асанне килчĕ!» - тесе хирĕç чупаççĕ-мĕн. Шупашкарти 14-мĕш ача сачĕн пултарулăх ушкăнĕ те артисткăна саламлама килнĕ, илемлĕ юрăпа савăнтарчĕ.
«Эсир çак çула çитсе те хăвăрта ача чунне упраса хăварнă. Пире пурне те çакă питĕ кирлĕ», - терĕç уява пухăннисем Надежда Алферăна илемлĕ чечек çыххисемпе савăнтарнă май.
www.hypar.ru Лариса Петрова сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...











Комментари хушас