«Чăвашкино» пуласлăхĕ шухăшлаттарать

20 Юпа, 2021

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев паян Наци библиотекинче пултарулăх ĕçченĕсемпе Чăваш Енри кинематографи ыйтăвĕпе тĕл пулса калаçрĕ.

Пирĕн, чăвашсен, наци киноискусстви шăпах 95 çул каялла Иоаким Максимов-Кошкинский çине тăнипе аталанма пуçланă. Ултă çул хушшинче тĕнчене тĕлĕнмелле фильмсем ӳкерме мехел çитернĕ. Анчах чылай сăлтава пула Чăвашкино саланса кайнă. 2017 çулта çĕнĕрен çуралчĕ вăл. Пĕрремĕш утăмсемпе пĕрле малтанхи ĕçсем те кун çути курма пуçларĕç. Чăваш автономи облаçне йĕркелесе янăранпа 100 çул çитес умĕн республикăн паллă çыннисемпе уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулăмĕсем çинчен тематика фильмĕсем ӳкерме республика бюджетĕнчен 17 миллион тенкĕ уйăрса панăччĕ. Çав нухратпа 29 ĕç кăларнă.

Çапах та, Олег Николаев шухăшĕпе, «Чăвашкино» наци брендне сыхласа хăварса аталанăвăн çĕнĕ çулĕ çине тăмалла. «Пирĕн тĕллев — «Чăвашкино» ĕç пахалăхне, кăтартулăхне ӳстересси. Унăн тем тĕрлĕ пурлăх пур, анчах вĕсемпе тухăçлă усă курмаççĕ. Аталанма уйрăмах чăрмантараканни — ĕç планĕ те çукки», — терĕ вăл. Çак тата ытти самантсене тĕпе хурса «Чăвашкино» патшалăх киностуди тата электронлă документаци архивне реорганизаци тăвасси пирки пĕлтерчĕ. Ун çинчен ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Малалла мĕнле аталанĕ вăл? Унăн пуласлăхри шăпи — ЧР Наци телерадиокомпани тытăмĕнчи аталанăвĕ — çинчен ЧР цифра министрĕ Кристина Майнина каласа кăтартрĕ.

Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаçатра. 

www.hypar.ru Надежда СМИРНОВА сăн ÿкерчĕкĕ

 

 

Рубрика: 

Комментари хушас