Чун ăшшине шеллеменнисен уявĕ

9 Çĕртме, 2022

Паян ЧПУн культура керменĕнче социаллă ĕçченсене чысларĕç. Вĕсем чун ăшшине шеллеменшĕн, чăтăмлăхпа палăрнăшăн хисепе тивĕçнĕ.

ЧР ĕçлев министрĕ Алена Елизарова социаллă ĕçченсене уявпа саламланă май ку тытăм 6 пине яхăн çынна пĕрлештернине каларĕ. Вĕсем ачаллă çемьесене, пĕччен юлнисене, сусăрсене тĕрев параççĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев социаллă ĕçченсене хăйсене шеллемесĕр ыттисене пулăшнăшăн тав турĕ. Пирĕн тăрăхра çĕнĕ проектсем хута кайнине палăртрĕ. Çакă тĕрлĕ ÿсĕмрисене ырă малашлăха шанма май парать.

Уявра социаллă проектсен хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштарчĕç.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментари хушас