Çулталăк пуçламăшĕ ӳсĕмлĕ

19 Нарăс, 2024

Кăрлачра уяв-кану кунĕ нумаййине кура çак уйăхри кăтартусем тăрăх кăна çулталăк мĕнле пулассине палăртма, паллах, йывăр, çапах пуçламĕшĕ малалли ĕçе витĕм кӳни те паллă. Тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура шăпах кăрлачри ĕç-хĕле тишкерчĕç те — чылай енĕпе кăтартусем ӳсĕмлĕ пулни кăçалхи ĕçсем аван пуласса шанма май парать.

Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăрлачри кăтартăвĕсемпе экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Бельцов паллаштарчĕ. Çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕнче промышленноç производствин индексĕ 115,9% танлашнă. Тирпейлекен предприятисенче ку кăтарту тата пысăкрах — 118% яхăн. Заводсемпе фабрикăсем 30 миллиарда яхăн тенкĕлĕх продукци тиесе ăсатнă. Çак виçе иртнĕ çулхи кăрлачрин чĕрĕкĕ чухлĕ пысăкрах. Продукцин тиесе янă калăпăшĕн 87% — тирпейлекен предприятисен тӳпи.

Ял хуçалăх производстви те хушăннă — 102%. Сĕт суса илеси — 5,4, çăмарта туса илесси 0,8% ӳснĕ. Аш-какай виçи вара нумай чакнă — 36% чухлех. Мĕншĕн? Сăлтавне министр уçăмлатмарĕ. Строительство отраслĕн ĕç кăтартăвĕ те кăшт пĕчĕкленнĕ — 98,2%. Çав вăхăтрах пурăнмалли çурт-йĕр хута ярасси нумай пысăкланнă — 143,6% танлашнă. Инфляци Раççейри вăтам шайран 0,2% пысăкрах. Пулăшу ĕçĕсем ытларах хакланнă — 1,9% чухлех. Апат-çимĕç хакĕ те вĕсенчен нумай юлмасть — 1,4% хăпарнă.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх вăй илсех пынине палăртма кăмăллă. МСП субъекчĕсен шучĕ 102 пин урлă каçнă — çулталăк каяллахинчен чылай ытларах. Çав шутра хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсен йышĕ 1,5 хут чухлех пысăкланнă, вĕсен çарĕ паян 56,5 пин çынпа танлашать. Çавна май пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх сферинче вăй хуракан çынсен йышĕ те самай хушăннă — 212,7 пине çитнĕ. Ĕç укçин уйăхри вăтам виçи те ӳсĕмлĕ. Вăл 50,7 пин тенкĕпе танлашнă — 2023 çулхи кăрлачринчен 19,1% пысăкрах.

Бюджета пурнăçлас енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков каласа пачĕ. Регионăн пĕрлехи бюджечĕн тупăшĕ 11,2 миллиард тенкĕпе танлашнă. Çулталăк каялла ку виçе 10,2 миллиард тенкĕ пулнине асра тытсан — хушăм кăмăллă пулма сăлтав парать. Михаил Геннадьевич бюджет ĕçченĕсен оклачĕсене кăрлачăн 1-мĕшĕнчен 8,5% ӳстерме йышăннă май уйрăм ведомствăсен хăйсен штат расписанийĕсене, ытти норма документне тивĕçлĕ улшăнусем кĕртессине ырана хăвармасăр вĕçлемелли çинчен асăрхаттарчĕ — «ĕçлекенсем пуш уйăхĕнче пурте пысăкланнă шалу илме пултарччăр».

еспублика Пуçлăхĕ вара контрактаци ĕçне тăсса яма юраманнине аса илтерчĕ. Сăмах регион укçипе пурнăçламалли проектсем пирки пырать-и е федераци укçи пирки-и — пурпĕрех, контрактсене ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен алă пусмалла. Çийĕнчен кĕçех республика бюджетне тӳрлетме тивĕ — хушма укçа пулĕ, ĕç татах хушăнĕ. Çакна шута илсе контрактацие пушшех вăхăтра тумалла. Ку подрядчиксене укçапа тивĕçтерессипе тӳррĕнех çыхăннă та — предпринимательлĕхе хавхалантарассине те никĕслет.
«Çĕр улми — 2024» курава хатĕрленес ыйтупа вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сăмах илчĕ. Шучĕпе 16-мĕш курав нарăсăн 29-мĕшĕнче уçăлĕ, икĕ кун ĕçлĕ. Ку хутĕнче — МТВ-Центрта. Унта çĕршывăн икĕ теçетке ытла регионĕнчи 83 компани хутшăнасси çинчен пĕлтернĕ.

Çĕр улмин çĕнĕ сорчĕсем, çак культурăна çитĕнтермелли технологисем, техника — курав пуян пулмалла. Министр çĕр улминчен хатĕрленĕ 100 ытла блюдăна астивсе пăхма май пуласси çинчен каларĕ. Паллах, пахчаçăсем яланхи пекех çĕр улмин тĕрлĕ сорчĕн вăрлăхне туянма пултарĕç. Сергей Геннадьевич пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăх предприятийĕсем сутлăха 26 сорт вăрлăхне илсе тухма шантараççĕ. Çав шутра — хамăр çĕршывра хатĕрленисене те, чикĕ леш енчи селекци сорчĕсене те.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас