Çыхăнăва татмаççĕ

4 Çĕртме, 2021

Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Красноармейски районĕнче «Чăваш Республикинчи агропромышленноç комплексĕнчи ветерансен союзĕ» общество организацийĕн ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей АРТАМОНОВ, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир СТЕПАНОВ хутшăнчĕç.

Хисеплĕ ветерансем çамрăк аграрисемпе çыхăнăва татмаççĕ, ырă сĕнӳсемпе пулăшса пыма тăрăшаççĕ. Вĕсем час-часах АПК предприятийĕсене çитеççĕ. Хальхинче «Красное Сормово» хуçалăхăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, уй-хирне, фермăна, техника паркне çитсе курчĕç. Красноармейски салинчи илемлĕхе, çĕнĕ стадиона пăхса савăнчĕç. Ларура çивĕч ыйтусене хускатнипе пĕрлех хастарсене наградăсем парса чысларĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас