Çынпа хутшăнма хăнăхаççĕ

4 Çурла, 2022

«Хунава епле пăхса ӳстеретĕн, çавнашкал тухăç парать. Ача-пăча тĕлĕшпе те çавăн пекех: вĕсен аталанăвне мĕн чухлĕ ырăлăх, чунлăх, ăс хуратăн, çавăн чухлĕ паха çимĕç илетĕн. Вĕсенчен чăн-чăн çын çитĕнтерес тесен пĕтĕмпех тумалла. Вăхăта, вăй-хала шеллемелле мар. Çитменлĕхсене те сăнасах тăмалла, сиксе тухнă ыйтусене кĕске вăхăтрах татса пама тăрăшмалла», — терĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Ачалăх вунăçуллăхĕпе çыхăннă мероприятисене пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвĕнче.

Унта тăватă ыйту пăхса тухрĕç. Тĕп калаçу сусăр ачасене социаллă пулăшу парассипе тата медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă. ЧР ĕçлев министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Лариса Арсентьева пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра 4800 ытла инвалид ача пурăнать, вĕсен 80 проценчĕ реабилитаци пулăшăвĕ илет. Çулталăкра 1400 ача реабилитаци центрĕнче сипленет. «Пирĕн тĕллев — вĕсен пурнăçне çăмăллатасси тата сывлăхне çирĕплетесси. Çакна пурнăçа кĕртессишĕн правительство инфратытăма лайăхлатмалли мерăсем йышăнать. Ятарлă оборудованисем туянмашкăн федераци бюджетĕнче 51 миллион тенкĕ уйăрнă», — терĕ Лариса Геннадьевна. 2020 çулта реабилитаци центрне «Локомат» комплекспа /утма-тăма пулăшакан хатĕр/ тивĕçтернĕ. Унта çак тапхăрта 230 ача пулăшу илнĕ. Аутизмпа нушаланакан ачасене те куçран вĕçертмелле маррине палăртрĕ регион ертӳçи. Шăпах çавнашкаллисем валли Кӳкеçри интернатра ятарлă «хваттер» вырнаçтарнă. Унта çынпа хутшăнма шикленекен ачасем кирлĕ хăнăхусем илеççĕ. «Чĕрĕлӳ» проект та аутистсене обществăна тухма пулăшать. Пукане театрĕ те вĕсем валли тĕрлĕ акци ирттерет. Лариса Арсентьева палăртнă тăрăх, сусăр ачаллă çемьесене те тĕрев кирлĕ. Вĕсем валли «Ашшĕ-амăшĕн шкулĕ» ĕçлет. Унта инвалид ачасене пăхма вĕрентеççĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Владимир Гладнев сусăр ачасене медпулăшу парассипе çыхăннă ыйту çинче чарăнса тăчĕ. Кăçал вĕсен йышне 105 çын хушăннă. Психика, нерв тата эндокрин тытăмĕсен, куç чирĕсемпе нушаланаççĕ. Юлашки çулсенче усал шыçăлли йышлă-мĕн. Кунашкаллисем уйрăмах Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Çĕрпӳ, Куславкка, Çĕмĕрле, Шăмăршă районĕсенче нумай. Медучрежденисенче инвалид ачасем 60 тĕрлĕ сиплев курсĕ витĕр тухаççĕ. Çуллен 2385 ачана тӳлевсĕр эмелсемпе тивĕçтереççĕ.

Культура министрĕ Светлана Каликова ачасене хушма пĕлӳ памалли çинче пусăм турĕ. Вăл каланă тăрăх, ӳнер шкулĕсенче 20 пин ытла ача /пĕтĕм ачан — 13 проценчĕ/ пултарулăха аталантарать. Кăçал вĕсен шучĕ 4 процент ӳснĕ-мĕн. Çул çитменнисем валли тĕрлĕ конкурс, ăсталăх класĕсем, акцисем тата ытти ирттереççĕ. Чăваш Енре патриот марафонĕ, «Пултаруллă ачасем» форум, чăваш юррисен «Сентти» конкурсне йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Хушма пĕлӳ паракан учрежденисен инфратытăмне çĕнетес тапхăр пырать. Кăçалччен 9 ӳнер шкулне юсанă, ку ĕç валли 65 миллион тенкĕ уйăрнă. Ӳнер шкулĕсене музыка инструменчĕсемпе тивĕçтереççĕ. «Виртуаллă концерт залĕсем» проект пурнăçа кĕме тытăннă. Хальлĕхе Куславккари, Улатăрти тата Çĕнĕ Шупашкарти ӳнер шкулĕсене çĕнĕ технологи çитнĕ.

Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров та пĕлтерĕшлĕ ыйтăва — ача-пăча прависене хӳтĕлесси — хускатрĕ. Çулталăкра 200 ача ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлать. Юрать-ха, чылайăшĕ /93 проценчĕ/ урăх çемьере телей тупнă. Хальхи вăхăтра кунашкаллисем 1700 ытла çемье. Ачасене çемьене вырнаçтарас енĕпе пирĕн республика чи лайăх регионсен йышне кĕнĕ. Пĕлтĕр 170 çынна ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнă, вĕсенчен 5-ĕшне кăна каялла тавăрса панă. Пирĕн республикăра ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламан 1250 çемьене шута илнĕ. Акă Куславкка районĕнчи пĕр çемье, урăх регионтан куçса килнĕскер, икĕ ачине нушалантарса пурăннă: хĕненĕ, апат çитермен, шкула яман… Икĕ пĕртăвана тăлăхсен çуртне вырнаçтарнă. Шел те, çитĕннисен килпетсĕрлĕхне пула çакнашкал çемьесенче çул çитменнисем тивĕçлĕ воспитани илеймеççĕ.

www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ
 

Комментари хушас