"Хыпарҫӑсем" "Ҫӗнтерӳ диктанчӗ" ҫырчӗҫ

Паян Раҫҫейре пурӑнакансем "Ҫӗнтерӳ диктанчӗ" акцие хутшӑнчӗҫ. Ӑна хӑш-пӗр ют ҫӗршыв ҫыннисем те, орбитӑри пирӗн космонавтсем те ҫырнӑ.
"Хыпарҫӑсен" хастар ушкӑнӗ те Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ акцие хутшӑнчӗ.
Палӑртмалла: кӑҫалхипе "Ҫӗнтерӳ диктантне" 6-мӗш хут йӗркеленӗ. Чӑваш Енре диктант ҫырмашкӑн 650 ытла лапам хатӗрленӗ. Ҫулсеренех унта тӗрлӗ тытӑмра ӗҫлекенсем, патшалӑх служащийӗсем, депутатсем, шкул ачисемпе студентсем, ҫар ҫыннисем тата ыттисем хутшӑнаҫҫӗ.
Сӑмахран, пӗлтӗр 61 ҫӗршыври 2 миллион ытла ҫын "Ҫӗнтерӳ диктантне" ҫырнӑ.
Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗсем кунта...











Комментари хушас