Тăван республикăмăрăн Тĕп саккунне йышăннăранпа ĕнер 15 çул çитрĕ.
Раççей Федерацийĕн çĕнĕ Конституцине йышăннă /1993/ май республика Конституцине те тĕпрен çĕнетме тивнĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ 1994 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче 75-мĕш номерлĕ Указпа çĕнĕ Конституци проектне хатĕрлекен 21 çынран тăракан комисси йышне палăртнă. Тепĕр 9 уйăхран Конституци комиссийĕ Чăваш Республикин çĕнĕ Конституцийĕн хатĕр проектне Патшалăх Канашне тишкерме сĕннĕ. Сăмах май, республика парламентне унпа пĕрлех альтернативлă темиçе проект тăратнă.
Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Правительствин пуçлăхĕ Дмитрий Медведев регионсен бюджечĕсен парăмĕн ыйтăвĕпе ирттернĕ канашлăва хутшăннă, сăмах каланă.
Чăваш наци конгресĕн пайташĕсем, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ Владимир Васильев культуролог тата Кÿкеçри «Бичурин тата паянхи самана» музей директорĕ Ирина Удалова Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсен «Тăван» ассоциацийĕ «Бичурин вулавĕсем» ятпа ирттерекен наука-практика конференцине хутшăнчĕç.
Шăмăршă районĕнчи Палтиелти культура керменĕнче усрава илнĕ ачасен амăшĕсемпе «Манăнни пек анне пĕртен пĕрре» тĕлпулу ирттернĕ. Хăйсен пепкисемсĕр пуçне тепĕр çемьери ачасене те ăшăлăх, юрату парнелеме пултаракан амăшĕсене Палтиел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Феннур Рахматуллов саламланă. Уяв каçĕнче тĕрлĕ халăх юррисене шăрантарнă. 8-мĕш класс вĕренекенĕсем пĕчĕк спектакль лартнă. Усрава илнĕ ачасем хăйсен амăшĕсене хитре сăвăсемпе саламланă. «Пирĕн аттепе анне пуринчен те ырă кăмăллă та ĕçчен», - çирĕплетнĕ ывăлĕсемпе хĕрĕсем. Концерт хыççăн хăнасем вулавăшра чей ĕçнĕ.
Амăшĕн кунне халалласа Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпари культура çуртĕнче «Лар, аннеçĕм, юнашар» уяв иртнĕ. Куракансене уйрăмах А.Сурков шăрантарнă «Аттепе анне пулсассăн» юрă тыткăнланă. Уявра «Шанчăк» ушкăн «Утар-и, чупар-и», «Хăна юрри» тата ытти чăваш юррисене шăрантарнă. Н.Ильинапа Л.Горшкова залра ларакансене шÿтпе тыткăнланă. Р.Блиновăпа О.Васильевăна куракан яланхи пекех ăшшăн йышăннă. Шкул ачисем те айккинче тăрса юлман, амăшĕсене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарнă.
Амăшĕ çут хĕвел пекех, вăл çемьене ăшăпа, савăнăçпа тултарать. Унсăрăн кил-çурт та пушă та кичем. Уяв умĕн, кĕçнерникун, Патăрьел районĕнчи Патăрьелти «Çăкăр» историпе этнографи музейĕнче «Яланах пултăрччĕ анне» уяв иртнĕ. Патăрьелти 2-мĕш вăтам шкулти 2-мĕш класс вĕренекенĕсем Роза Илюткина вĕрентекен тăрăшнипе амăшĕсем валли концерт хатĕрленĕ. Наталья Румянцева экскурсовод çывăх çыннисемпе ачисен хушшинче тĕрлĕ вăйă йĕркелесе ирттернĕ.