Паянхипе ыранхи малашлăха çул уçать
Çулталăк вĕçленсе пынă тапхăр унччен мĕн тунине тишкермелли-пĕтĕмлетмелли, малашлăха çĕнĕ тĕллевсем палăртмалли вăхăт. Çакна тĕпе хурса Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕ хăйĕн çирĕм виççĕмĕш конференцине ирттерчĕ. Кун йĕркинчи ыйтусем паянхи кунпа кăна мар, ыранхипе те тачă çыхăннă.















