Новости по теме

20 Чÿк, 2015

Аслă ăру пурнăçа лайăх ăнланать

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов йыхравланипе пирĕн шанчăклă та сумлă Ваттисен канашĕн пайташĕсем уяв кĕрекине пуçтарăнчĕç.

Пурĕ çирĕм пиллĕкĕн вĕсем: чăваш халăхĕн чи хисеплĕ, аслă çыннисем. Сумлă çак йышра - хăй вăхăтĕнче министрта ĕçленĕ çынсем, ăсчахсем, çыравçăсем, таврапĕлÿçĕсем, профессорсем, халăх хисеплекен аксакалсем.

20 Чÿк, 2015

Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер!

Чăваш Енре ĕнер Пĕтĕм Раççейри «Ăçта вилĕм стунине пĕлтер» акци пуçланнă. Вăл чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕччен пырĕ.

ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн пресс-служби палăртнă тăрăх - профилактика, сиплев тата реабилитаци ыйтăвĕсемпе çыхăннă информацие халăх патне çитересси, çавăн пекех регион территорийĕнче наркопреступленисен шутне чакарасси акцин тĕп тĕллевĕ шутланать. «Çынсем çак инкеке курмăш туса ан иртчĕр, саккунсăр ĕçсем çинчен право хуралĕн органĕсене пĕлтерччĕр, вăхăтра психологсемпе наркологсенчен пулăшу ыйтма пултарччăр», - теççĕ наркополицейскисем.

20 Чÿк, 2015

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Канмалли кунсенче республикăра пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, юр е вырăн-вырăнпа йĕпе юр çăвать, çил-тăман вĕçтеркелет. Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче кăнтăрла - 3 градус сивĕрен пуçласа 2 градус ăшă, каçхине 1-6 градус сивĕ пулать. Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче кăнтăрла - 2 градус сивĕрен пуçласа 3 градус ăшă, каçхине - 4 градус сивĕрен пуçласа 1 градус ăшă. Çил кăнтăр-хĕвелтухăç енчен 10-17 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Атăл шывĕ 1-2 градус ăшă тăрать, пĕчĕк юханшывсенче - 0 градус. Хĕвел ирхине 7 сехет те 40 минутра тухать, каçхине 15 сехет те 30 минутра анать.

19 Чÿк, 2015

Юбилее пĕрле уявлар-и?

Чăваш яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ валли уйрăм хаçат пирвайхи хут 1925 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче тухнă. Пурăна киле ячĕ пĕрре мар улшăннă: «Çамрăк колхозник», «Çамрăк большевик», «Çамрăк коммунист», «Молодой коммунист». 1996 çултанпа вăл «Çамрăксен хаçачĕ» ятпа пичетленет. Асăрхарăр-и: чăваш çамрăкĕсем валли ятарлă хаçат тухма пуçланăранпа 90 çул çитрĕ.

Çак юбилее эпир вулаканăмăрсемпе пĕрле паллă тăвасшăн.

Уяв раштавăн 3-мĕшĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕнче /адресĕ - Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 15-мĕш çурт/ иртĕ.

19 Чÿк, 2015

Чăваш каччи - черетлĕ çул çÿревре

Никита Васильев Казахстан çеçен хирне курнă хыççăн Владивостока çитесшĕн

Чăваш велоçÿревçи Никита Васильев пирки эпир çырнăччĕ. 23 çулти яш 14 уйăхра çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕнче çеç мар, Азербайджанри, Грузири, Арменири тĕрлĕ хулара пулса курнă. Икĕ кустăрмаллă ут çине лариччен вăл çуран çÿренĕ. Çапла Украинăпа Беларуçа курса çаврăннă, Кавказ çĕрĕнче пурăнакан халăхсен йăли-йĕркипе паллашнă Никита тепĕр çул çÿреве каяссине те пĕлтернĕччĕ. Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче вăл çула тухнă. Тĕллевĕсем пысăк унăн: каччă Казахстан çеçен хирĕпе киленсе Узбекистана, Таджикистана, Кăркăсстана çитесшĕн. Унта хĕл каçнă хыççăн Байкал тăрăхне кайса курасшăн. Çĕпĕр урлă Владивостока çул тытма палăртнă вăл.

19 Чÿк, 2015

Шупашкарта тĕнче чемпионачĕ иртĕ-и?

Нумаях пулмасть çеç Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе Европăн команда чемпионачĕ иртнĕччĕ. Çак ăмăртăва çÿллĕ шайра йĕркеленине пирĕн республикăна килнĕ сумлă хăнасем пĕрре мар палăртрĕç. Тепĕр çул тĕп хуламăрта хăвăрт утас енĕпе тĕнче команда чемпионачĕ иртмелле. Анчах çак кунсенче уяр çанталăкра аслати çапнăн хыпар янăрарĕ: Çăмăл атлетика федерацийĕсен Пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕ Раççей спортсменĕсене тĕнче шайĕнче иртекен ăмăртусенчен хăтарнă.

19 Чÿк, 2015

Каллех — "ылтăн"

Шупашкарта пурăнакан Алексей Германовпа Чăваш Ен чăннипех те мухтанма пултарать. Çамрăк спортсмен çитĕнÿсемпе савăнтарать. Хальхинче те вăл Португалире спорт аэробики енĕпе иртнĕ Европа чемпионатĕнчен çĕнтерÿпе таврăннă.

19 Чÿк, 2015

Наци эрешĕллĕ чăрăш

Шупашкар Çĕнĕ çула хатĕрленме тытăнать. Тĕп чăрăша мĕнлерех хитрелетесси паллă.

Республика тÿремĕнче наци эрешĕсемлĕ 25 метр çÿллĕш чăрăш вырнаçтарĕç. Ăна тĕрлĕ калăпăшлă 60 çăлтăрпа, наци символĕсемпе килĕшÿллĕн, илемлетĕç. Хĕрлĕ тÿремре уяври тĕп мероприятисем иртĕç. Унти Çĕнĕ çул фонтанне «Тухья» арт-объектпа ылмаштарма сĕннĕ. Правительство çурчĕ умĕнче «Пурнăç йывăçне» вырнаçтарĕç.

19 Чÿк, 2015

"Асаттелĕх" çук тесен те…

Челябинск облаçĕнчи Шагол хулинче çар тивĕçне пурнăçлакан чăваш салтакĕ «асаттелĕх» пусмăрне лекнине ural1.ru портал пĕлтерет. Пирĕн ентеш кăна мар, Алтай тата Мордва тăрăхĕсенчи çамрăксем те аслисенчен хур курнă. Юпа уйăхĕнче пулнă çакă.

Pages