Новости по теме
Маттур ишевçĕ
Латвири Елгава хулинче вара çак кунсенче хĕллехи ишев енĕпе Тĕнче кубокĕн I тапхăрне пĕтĕмлетнĕ. Унта Шупашкар аквайс-ишевçи Татьяна Александрова та хутшăннă.
Ентешĕмĕр 450 метр марафон дистанцине пĕрремĕш парăнтарнă. 50 метра вара виççĕмĕш ишсе тухнă.
Ăмăртăва пĕтĕмпе 18 çĕршывран 250 спортсмен хутшăннă. Кубокăн ытти тапхăрĕсем Британире, Швецире, Эстонире тата Раççейре /Тюмень/ иртĕç.
Татьяна НАУМОВА.
Маттур гимнаст
Çак кунсенче Португалире Европăн спорт аэробики енĕпе иртнĕ чемпионачĕ вĕçленнĕ. Раççей пĕрлештернĕ команди йышĕнче республикăри олимп резервĕсен 6-мĕш шкулĕн воспитанникĕ Алексей Германов та пулнă.
Наци пĕрлештернĕ командин йышĕнче вăл икĕ ылтăна тивĕçме пултарнă. Раççей каччисем «Ташă гимнастики» тата «Гимнастика платформи» дисциплинăсенче уйрăмах пысăк хака тивĕçнĕ.
Кальян... чыхăнтарать
Чăваш Республикинче кальян туртассине хирĕç уйăхлăх пуçланчĕ. Çак эрнере ЧР Сывлăх сыхлав министерствинче мероприятисен планне тишкерчĕç. Чиновниксемпе общество организацийĕсен членĕсем усал йăлапа кĕрешес ĕçе вăйлатасшăн.
Юлашки çулсенче табак йышне кĕмен хутăш туртасси сарăлчĕ. Çакна саккун хирĕçлемест. Çавна май уйрăмах çамрăксем ресторанта, кафере, кану ытти вырăнĕнче кальян туртма пуçларĕç. Çакă, шел те, модăна кĕчĕ.
Бюджет проектне тÿрлетÿсем кĕртрĕç
Хăрăк йывăçсем М-7 çула иккĕмĕш çул сăнсăрлатаççĕ
Михаил Игнатьевăн рейтингĕ ÿснĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кĕпĕрнаттăрсен кăçалхи авăн-юпа уйăхĕсенчи "Наци рейтингĕнче" /информаци коммуникацийĕсен "Рейтинг" центрĕ хатĕрленĕ/ 20-мĕш вырăн йышăннă. Иртнĕ тĕпчеврипе танлаштарсан унăн позицийĕ 1 пункт лайăхланнă.
Михаил Игнатьев рейтингăн пĕрремĕш ушкăнне /1-25-мĕш вырăнсем/ кĕнĕ. Федерацин Атăлçи округĕнчи субћектсен ертÿçисен хушшинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ 3-мĕш вырăн йышăннă, ун умĕнче - Пушкăртстан тата Тутарстан республикисен ертÿçисем Рустэм Хамитов тата Рустам Минниханов.
Михаил Игнатьев - комисси йышĕнче
Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Патшалăх Канашĕн консультаци комиссийĕн çĕнĕ йышне çирĕплетнĕ. Патшалăх ертÿçин хушăвĕпе килĕшÿллĕн унта çĕршыв субъекчĕсен 20 ертÿçине кĕртнĕ.
Палăртни вырăнлă: комисси йышĕнче федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен икĕ лидерĕ кăна. Михаил Игнатьевсăр пуçне консультаци органĕнче пирĕн округран тата Тутарстан Республикин президенчĕ Рустам Минниханов ĕçлет.
Влаç, саккун тата тĕрĕслĕх
Пыл ăстисем канашларĕç
Шупашкарта ЧР Наци библиотекинче хурт-хăмăр ăстисен пĕрремĕш съезчĕ иртрĕ. Вĕлле хурчĕсене пăхмалли ĕç хатĕрĕсене, пылак çимĕç туса илмелли ăсталăхпа паллаштаракан кĕнекесем, хаçат-журнал куртăмăр, тĕрлĕ пыл тутанса пăхрăмăр.
Форума 150 ытла ăста хутшăнчĕ. Çав шутра Тутарстанран, Мари Элран, Чĕмпĕрпе Чулхула облаçĕсенчен килнĕ. Хурт-хăмăр ĕрчетес ĕç пĕрлĕхĕн членĕсем Н.П.Пирожков, А.И.Федоров, И.М.Федоров, Д.П.Лобастов с<езд тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç.














