Информаципе ӗҫлесси — пысӑк яваплӑх

17 Раштав, 2025

Раштавӑн 17-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университечӗн культура ҫуртӗнче «Мастерская молодежных медиа» республика медиафорумĕ иртрӗ. «Ҫамрӑксем тата ачасем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн йĕркеленĕ мероприяти студентсене, журналистсене, блогерсене тата Чӑваш Енри ҫамрӑк хастарсене пухрӗ. Тӗрлӗ организаци представителӗсем студентсене хӑйсен опычӗпе паллаштарчӗҫ.

Программӑпа килӗшӳллӗн «Кадрти мӑнаҫлӑх» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларĕç. 1-мӗш вырӑна Максим Козлов йышӑнчӗ, 2-мӗш вырӑна Анастасия Ильгачевӑпа Анна Петухова тухрӗҫ, 3-мӗшне вара Айгель Хаердинова тивӗҫрӗ.

«Информаци — пысӑк хӑрушлӑх ҫӑлкуҫӗ. Кашниех хӑйӗн материалӗпе ăнсăртран ҫынна амантма е унӑн харпӑр даннӑйӗсене ыттисене пĕлтерме пултарать. Ҫавӑнпа медиафорум пек мероприятисем хальхи саманара, уйрӑмах ҫамрӑксен пурнӑҫӗнче, питӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ», — палӑртрӗ ЧПУ ректорӗ Андрей Александров.

Ҫавӑн пекех ЧПУ культура ҫурчӗн фойинче тӗрлӗ курав йӗркелерӗҫ, сувенир продукцийӗсемпе паллаштарчӗҫ. «Хыпар» Издательство ҫурчӗн фотокорреспонденчӗн Василий Кузьминӑн «Чӑвашӑн хурҫӑ характерӗ» куравĕ те ӗҫлерӗ. Ӑна вӑл ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене халалланӑ.

- Çак куравра - «Хыпара» интервью пама килнĕ геройсем. Сăн ÿкерчĕксенчи QR-кодсене пусса хаçатра пичетленнĕ материалпа паллашма пулать. Çамрăксем пире хÿтĕлекенсене пĕлччĕр, вĕсемпе мăнаçланччăр, тĕслĕх илччĕр, - терĕ Василий Кузьмин.

Сăмах май, ку – унăн иккĕмĕш куравĕ. Пĕрремĕшне «Хыпар» Издательство çуртĕнче йĕркеленĕччĕ.
 

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: 

Комментари хушас