Кадр ыйтӑвĕ - чи ҫивĕччисенчен пĕри

23 Çурла, 2022

Паян Чӑваш патшалӑх филармонийĕнче учительсен ҫурла уйӑхĕнчи йӑлана кĕнĕ конференцийĕ иртрĕ.

Кӑҫал ӑна вĕрентӳ организацийĕсенче воспитани ĕҫне тӗрĕс йĕркелессине халалланӑ. Конференци ĕҫне ЧР Пуҫлӑхĕ Олег Николаев хутшӑнчĕ. Вĕрентекенсене кулленхи ҫӑмӑл мар ĕҫшĕн тав турĕ, ҫывхаракан вĕренӳ ҫулĕ ячĕпе саламларĕ.

ЧР вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров ĕҫ-хĕлпе, малашлӑх планĕсемпе паллаштарчĕ. Вĕрентӳ тытӑмĕнче чи ҫивӗч ыйтусенчен пĕри кадр ыйтӑвĕ пулнине палӑртрĕ. Ҫулсеренех республикӑри шкулсенче тĕрлĕ предметпа пĕлӳ паракан 800 яхӑн учитель ҫитмест. Ҫак ҫитменлĕхе пĕтерес тĕллевпе ытларах ĕҫлемеллине палӑртрĕ министр.

Вĕрентекенсене ҫавӑн пекех РФ Патшалӑх Думин депутачĕ Алла Салаева саламларĕ. Уявра пултаруллӑ педагогсене тĕрлĕ наградӑпа чысларĕҫ.

Фото cap.ru

www.hypar.ru

 

 

Комментари хушас