Каллех пушар алхаснă
Иртнĕ канмалли кунсенче республикăра пилĕк пушар тухнă.
Раштавăн 18-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Аçăм çырми ялĕнче пĕр мунча çуннă. Çулăм алхаснин сăлтавĕ — мунча хутнă вăхăтра хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнинче. Çав кунах Канаш хулинче пахчаçăсен «Туслăх» юлташлăхĕн участокĕсенчен пĕринче дачăн мансардине çулăм тивнĕ. Çавăн пекех Улатăрти «Солидарность» гараж комплексĕ патĕнче вырнаçнă мунча та çуннă. Çĕрле Çĕнĕ Шупашкарти Терешкова урамĕнчи 14-мĕш çуртри 2 пӳлĕмлĕ хваттерте пушар алхаснă. Çур çĕр иртни 1 сехетре Шупашкар районĕнчи Котеркасси ялĕнчи пĕр хуçалăхра сарай çунса кĕлленнĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре пĕтĕмпе 1525 пушар тухнă, çавна пула 26 млн тенкĕлĕх тăкак пулнă, 81 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 72-шĕ суранланнă. 147 çынна çăлнă.











Комментари хушас