«Кĕмĕл» волонтерсем Донбасран килнисене пулăшаççĕ

4 Пуш, 2022

Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центрта Донбасс çыннисем валли япаласем йышăнаççĕ.

Галина Деомидова «кĕмĕл» волонтер хăй çыхнă мунчаласене илсе килнĕ. Аслă ÿсĕмрисем çавнашкалах куллен кирлĕ хатĕрсене — супăнь, шăл пастипе щетки, сахăр...— пенси укçипе туяннă. Вырăн хатĕрĕсем те, канфет та кăларса хучĕç вĕсем.

Центр ертÿçи Ренада Федорова Донецк тата Луганск халăх республикисенчен килнисем валли япаласем пĕр хут леçнине калать. Паян каллех çула тухасшăн. Япала пуçтарас ĕçе усламçăсене те явăçтарнă. Вĕсем шкул çи-пуçĕ, микрохумлă кăмака илсе панă.

Ренада Вениаминовна хĕрарăмсене çывхарса килекен уявпа саламланă май чечек çыххисем парнелесшĕн.

www.hypar.ru Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас