Конкурс çĕнтерӳçисене чысларĕç

22 Чÿк, 2021

Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă мухтавлă ентешĕмĕрсене сума суса кăçал республикăри чылай культура учрежденийĕ ятарлă ĕçсем хатĕрлерĕ. Спектакльсем те, юрăпа ташă композицийĕсем те сахал мар пулчĕç.

Чăваш патшалăх пукане театрĕ те пĕчĕк куракан валли «Хранители» ĕç кăларнă. Районсенчи культура çурчĕсене тухса кăтартаççĕ ăна. Пуканеçĕсем хăнасене çак ĕçпе паллаштарнинчен пуçланчĕ паянхи уяв. Чăваш патшалăх пукане театрĕнче Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене халалланă конкурс çĕнтерӳçисене чысларĕç.

Асаннесемпе кукамайсен, мăн асаннесемпе мăн кукамайсен паттăрла ĕçне хисеплесе те асра тытса кăçал нумай ĕç пурнăçланине палăртрĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева.

Конкурса чăвашла тата вырăсла хайланă 100 ытла музыка произведенийĕ çитнĕ. Вĕсенчен çиччĕшне чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене халалланă альбома кĕртнĕ. Тĕрлĕ ӳсĕмри расна профессире тăрăшакансен ĕçĕсене хаклакансен йышĕнче Раççей эстрада юрăçи Родион Газманов музыкант та пулнă.

Тупăшăва тĕрлĕ районтан 25 видеоĕç те çитнĕ. Вĕсенчен саккăрăшĕн авторĕсен ячĕсене те  пайăррăн палăртрĕç уявра.

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА.

Рубрика: 

Комментари хушас