Мăкăнь тата кантăр ӳстернĕшĕн явап тыттарĕç

28 Утă, 2020

Унпа хатĕрленĕ булка тутлă пулин те пурин те çакна асра тытмалла: килте мăкăнь ӳстерме юрамасть, уншăн административлă тата уголовлă яваплăх тытма пулать.

Етĕрне районĕнче пурăнакан 39 çулти арçын хăйĕн пахчинче 200 ытла мăкăнь лартса ӳстернĕ. Çакна полици ĕçченĕсем асăрханă. Арçын пĕлтернĕ тăрăх, çак чечеке илемĕшĕн юратать вăл, çавăнпа татса ывăтас темен. Çапах та саккуна пĕлменни яваплăхран хăтармасть. Мăкăнь илемлĕ пулсан та ăна ӳстерни мĕн патне илсе çитернине манмалла мар.

Муркаш районĕнчи 37 çулти арçыннăн килĕнче вара Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсем çур килограмм мăкăнь утти тупнă. Çак наркотикпа вăл хăй усă курма палăртнă пулĕ теççĕ.

Чăваш Енĕн ШĔМĕ асăрхаттарать: мăкăнь, кантăр е тытăмĕнче наркотик пур ытти ӳсен-тăрана акса ӳстернĕшĕн административлă е уголовлă яваплăх тытма тивет. Çавăнпа та çакнашкал ӳсен-тăран сирĕн пахчара шăтса тухсан ăна тӳрех пĕтермелле.

www.hypar.ru Фото nikolaev24.com.ua

Рубрика: 

Комментари хушас