Пăхаттирсем вăй виçрĕç

22 Юпа, 2021

Паян Шупашкарти коопераци институтĕнче вăй-хал виçессипе ял çамрăкĕсен Пĕтĕм Раççейри турнирĕн регионти тапхăрĕ иртрĕ.

Мероприятие "Ял территорине комплекслă аталантарасси" патшалăх программипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Унта Чăваш Енри йывăр атлетика федерацийĕн президенчĕ Геннадий Иванов, ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Сергей Фролов, Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов, яваплă ытти çынсем хутшăнчĕç, спортсменсене ăнăçусем сунчĕç.

Ăмăртусем хĕрÿ те çивĕч иртрĕç. Ял пăхаттирĕсем чăтăмлăхĕпе, пултарулăхĕпе, вăй-халĕпе палăрчĕç.

www.hypar.ru Лариса НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: 

Комментари хушас