Паян Чăваш Енре «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин 2021 çулта хатĕрленĕ Халăх программине пĕтĕмлетеççĕ

17 Пуш, 2026

Анлă форум Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче уçăлчĕ. Пленарлă лару пуçланиччен партин çĕнĕ программине кĕртмелли сĕнӳсене пăхса тухрĕç. Çавна май виçĕ дискусси лапамĕ — «Парти — вăл халăх: пуçламăш уйрăмсем», «Ятарлă çар операцине хутшăнакансем тата вĕсен çемйисем», «Çамрăксем тата ачасем» — ĕçлерĕ.

Партин пуçламăш организацийĕсен ĕç-хĕлне халалланă лапама Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Алексей Ладыков ертсе пычĕ. Алексей Олегович палăртнă тăрăх, пуçламăш уйрăмсен хастарĕсем — партин тĕп шăнăрĕ. Вĕсен ĕçĕн тухăçлăхĕ куçкĕрет. «Пирĕн 113 пуçламăш организаци çĕршыври чи лайăх 1000 уйрăм йышĕнче, 9-шĕ — 100 шутĕнче. Ку питĕ пысăк çитĕнӳ. Пуçламăш уйрăмсем халăх сĕнĕвĕсене пухаççĕ, Халăх программине кĕртмелли йышăнусене çирĕплетеççĕ. Çапла майпа территорисене лайăхлатмалли çул-йĕре палăртаççĕ», — терĕ Алексей Ладыков.

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене халалланă лапамра çак ушкăнри граждансене тĕрев памалли социаллă пулăшу мерисене тишкерчĕç. Хальхи вăхăтра вăйра тăраканнисем пирки Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова каласа кăтартрĕ.

Виççĕмĕш лапамра çамрăксен политикипе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕç. Çавăн пекех хальхи вăхăтра хĕрсемпе каччăсене канăç паман самантсене те сӳтсе яврĕç. Вĕсен сĕнĕвĕсене, сăмах май, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Халăх программине хатĕрленĕ чухне шута илĕç.

Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

www.hypar.ru

Комментари хушас