Петӗр Хусанкай сăввине каласа флешмоба хутшăнмалли вăхăт вĕçленсе пырать

8 Ака, 2022

Петӗр Хусанкай сăввине каласа флешмоба хутшăнмалли вăхăт вĕçленсе пырать. Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн, ака уйăхĕн 20-мӗшӗнче, "Петӗр Хусанкай сӑввисене вулатпăр" флешмоба пӗтӗмлетӗҫ.
Ӑна кӑрлач уйăхĕнче аслӑ поэтӑмӑрӑн ывӑлӗ Атнер Хусанкай чӗлхеҫӗ «Малалла-ха пурнăç, малалла…» сӑввипе пуҫланăччĕ.
Литература музейӗн флешмобне кирек кам та хутшăнма пултарать: Петӗр Хусанкайӑн сӑввине каланине видео ӳкермелле те "Контактра" социаллӑ тытӑмра #читаемХузангая, #Хусанкаявулатпăр хештэгсемпе вырнаҫтармалла. Ҫавӑн пекех видеофайлсене litmuz1990@rambler.ru электрон адреспа та йышăнаҫҫӗ.

www.hypar.ru Интернетран илнӗ сӑн ӳкерчĕк

Комментари хушас