Поликлиникăсем канмалли кунсенче те чирлекенсене йышăнаççĕ

27 Кăрлач, 2022

Чăваш Енре ковидпа чирлекенсен шучĕ ӳснĕ. Чир уйрăмах çамрăксене ураран ӳкерет, çавăнпа шкул ачисене дистанци мелĕпе вĕренмешкĕн куçарма хушрĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче.

— Ку уйрăмах район центрĕсемпе хуласенчи вĕренӳ учрежденийĕсене пырса тивет. Вĕсенче нумай ача пĕлӳ илет. Чире сарăлма парас мар, — терĕ регион ертӳçи. Сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Кизилов пĕлтернĕ тăрăх, «хĕрлĕ зонăра» койкăсен шутне ӳстернĕ: кардиологи диспансерĕнче — 30, Шупашкарти 2-мĕш больницăра 80 койка хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра стационарта 1000 яхăн çын /121-шĕ — çул çитменнисем/ сипленет, 3827 çын килте медпулăшу илет. 76 шкулти 172 класа карантина хупнă. Сывлăх сыхлавĕн министрĕн хушăвĕпе поликлиникăсем канмалли кунсенче те /7 кун/ ĕçлеççĕ.

Чирлекенсене эмелпе, апат-çимĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе волонтерсене явăçтарнă. Акă 122 номерпе шăнкăравсем йышăнакан службăра медколледж студенчĕсем ĕçлеççĕ. Сăмах май, ку номерпе усă куракансем икĕ хут ӳснĕ-мĕн. Цифра министрĕ Кристина Майнина каланă тăрăх, шăнкăравлакан нумаййипе больницăсенче 7 минут кĕтме тивет. Малашне пĕрлехи номер урлă электронлă больничнăй илме май туса парĕç.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская мероприятисене онлайн мелпе ирттермешкĕн, хушма пĕлӳ паракан учрежденисене те дистанци мелĕпе ĕçлемешкĕн куçарма сĕнчĕ, спорт шкулĕсен тата ытти организацин ĕç-хĕлне вăхăтлăх чарма хушрĕ. Социаллă учрежденисенче те ку йĕркене кĕртнĕ. Малашне вĕсем сменăпа /14-шар кун/ ĕçлеме пуçлĕç. Ĕçе пуçăниччен соцĕçченсем ПЦР-тест тумалла. Лару-тăру йывăрланнипе медучрежденисенче транспорт ыйтăвĕ çивĕчленнĕ, 57 единица çитмест-мĕн.

Вакцинаци тăвас ĕç те малалла пырать. Шупашкарта çĕнĕ икĕ пункт /пĕтĕмпе — 15/ уçăлнă. Хальхи вăхăтра республикăра 58 вырăнта прививка тăваççĕ. 12-17 çулсенчи 75 ачана вакцинациленĕ. Нумаях пулмасть республикăна «Спутник Лайтăн» 20 пин дозине кӳрсе килнĕ. Ăна ревакцинаци валли усă кураççĕ.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас