«Сăмах хăвачĕ»: Муркаш тăрăхĕнче илмлĕ вулав конкурсĕ иртнĕ
Фестивале муниципалитет шайĕнче кăçал 4-мĕш хутчен йĕркеленĕ. Унта хутшăнас текенсенчен пĕтĕмпе 148 заявка йышăннă. Конкурсантсене ÿсĕме кура 3 ушкăна пайланă, вĕсем 2 номинацире тупăшнă.
Фестиваль Калайкасси шкулĕнче иртнĕ. «Муркаш сасси» секцире ачасем вырăнти поэтсен сăввисене илемлĕ те палăртуллă каланă. «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» номинацие хутшăнакансем Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн сăввисене каланă. Ачасен пултарулăхне Чăваш халăх поэчĕсем Раиса Сарпи тата Светлана Асамат, Виталий Романов поэт тата композитор, Игорь Майков поэт, Олег Прокопьев поэт тата журналист, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров, Чăваш наци библиотекин тĕп библиотекарĕ Антонина Андреева тата Галина Матвеева поэт тата куçаруçă хакланă.
www.hypar.ru Morgau.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ











Комментари хушас