Сцена çинче — 60 çул

1 Утă, 2021

СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев, РСФСР халăх артистки Нина Григорьева тата РСФСР халăх артистки Нина Яковлева театрта ĕçлеме тытăннăранпа 60 çул çитнĕ.

Çакна халалласа çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче уяв иртрĕ. «1961 çул — тĕлĕнмелле çул. Эпир вĕренсе килнĕ тĕле, пирĕн валли тенĕ пекех, çак театр çуртне туса пĕтернĕ. Сцена çинче пĕрремĕш çул эпир вылярăмăр. Çав çулах патшалăх хваттер пачĕ. Паян кун та çав хваттертех пурăнатăп, çак театрах вылятăп, — терĕ Нина Михайловна.

Нина Григорьева та сцена çинче 60 çул иртнине сисмен. «Кунта утма, сăнарсем калăплама вĕрентĕм. Сахал выляман. Хитре чăваш хĕрĕ те, хĕрарăмĕ те — калăпланă сăнарсен йышĕнче. Халĕ карчăксене вылятăп. Пурнăç улшăнать: малтан аслисенчен вĕренеттĕмĕр, халĕ çамрăксем пире ăс параççĕ", — терĕ Нина Ильинична. Валерий Яковлев вара сцена çине пĕрремĕш хутчен пиншаксăр, галстуксăр тухнă: театрăн илемлĕх ертӳçи, тĕп режиссерĕ «Ылтăн маска» премие тивĕçнĕ чухне панă футболкăна тăхăннă. Уявра артистсем куракан умне «Ялта» спектакльпе тухрĕç.

www.hypar.ru Сергей Журавлев сăнÿкерчекĕсем кунта...

Рубрика: 

Комментари хушас