Ҫӗнӗ Шупашкарта кӑҫал 664 ача ҫуралнӑ

8 Çĕртме, 2020

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Ҫӗнӗ Шупашкарти перинаталь центрӗнче 664 ача ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫак шутра 352 арҫын ача тата 312 хӗрача. Виҫӗ ҫемьере йӗкӗреш ҫуралнӑ.

"Демографи" наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсем - Раҫҫей Федераци Президенчӗн "Раҫҫей Федерацийӗн 2024 ҫулччен аталанмалли наци тӗллевӗсемпе стратеги ыйтӑвӗсем ҫинчен" 204-мӗш Указӗнчи кӑтартусене ҫитересси. Уйрӑммӑн илсен кунта сывӑ пурнӑҫа вӑрӑмлатасси, сывӑ пурнӑҫ йӗркипе пурӑнакансен шутне ӳстересси, ачасем нумайрах ҫураласси кӗрет. Паллах, Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрне ҫӳрекен амӑшӗсемпе пепкисене йышӑнассин пахалӑхӗшӗн тӑрӑшатпӑр эпир", - тет Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Демаков.

Ҫуралнӑ ачасене ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ ӗнтӗ.

www.hypar.ru Фото cap.ru

Комментари хушас