Синоптиксем çак уйăхра мĕнле çанталăк пулассине пĕлтернĕ

1 Ака, 2026

Ака уйăхĕ ăшă çанталăкран пуçланчĕ. Çапах та, синоптиксем палăртнă тăрăх, 8-12-мĕшĕсенче сывлăш температури чакĕ, юр çăвĕ. Акан 10-мĕшĕнче вара тата ытларах сивĕтме пултарĕ.

Юр-çумăр климат норминчен сахалрах пулĕ. Ака уйăхĕн 24-25-мĕшĕсенче вăйлă çумăр çăвĕ.

Çак уйăх тăршшĕпе сывлăш температури выляса тăрĕ. Чи ăшă кунсем виççĕмĕш декадăра пулĕç – сывлăш 17-19 градус таран ăшăнĕ. Çапах та уйăх вĕçленичченех каçсерен çĕр шăнĕ. Ака уйăхĕ ытти чухнехинчен 1 градус сивĕрех пулĕ.

www.hypar.ru Ÿкерчĕке нейросетьпе хатĕрленĕ
 

Комментари хушас