Субсиди уйăрĕç

4 Утă, 2022

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура грантпа усă курас ыйтăва сӳтсе яврĕç.

Влаç органĕсен ĕçĕн тухăçлăхĕшĕн РФ Правительстви республикăна 524 миллион тенкĕ парса хавхалантарма йышăннă. «Çакă эпир лайăх ĕçленине çирĕплетнине» палăртнипе пĕрлех Олег Николаев асăрхаттарчĕ: «Анчах лайăххин чикки çук...» Укçапа мĕнле тĕллевпе усă курассине депутатсен, Экономикăн аслă канашĕн сĕнĕвĕсене, граждансем регион ертӳлĕхĕпе курнăçнă май çĕкленĕ ыйтусене шута илсе палăртнă.

Чи малтанах — ял хуçалăхне пулăшасси, аграрисем валли çĕнĕ техника туянмашкăн тата 300 миллион тенкĕ субсиди уйăрĕç. 25 миллион тенкĕ — тăватă ФАП тума. Пĕлтĕр сакăр тата ытларах ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме 45 миллион тенкĕ уйăрнă, ку грант вара çичĕ тата ытларах ачаллă çемьесене пулăшма май парĕ. Унашкаллисем республикăра 19 çемье — 102 миллион тенкĕ кирлĕ. Çавăн пекех грант укçипе граждансен ипотека тӳлевĕсен процент виçине субсидилеме усă курĕç.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас