Типпе юлнисене пулăшаççĕ

1 Утă, 2021

Шăрăхра республикăри чылай ялти пусă-çăл типнĕрен çынсем кyллен ĕçмелли шывсăр юлаççĕ.

Паян ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев район-хула администрацийĕceн пуçлăxĕceмпе Правительство çyртĕнче ирттернĕ канашлура шăпах çав ыйтăва сÿтсе яврĕç.

ЧР Пуçлăxĕ ăна татса памасăр тăcca пыма юраманнине, шывпа кăçaл кашни ял-саланax тивĕçтерейменнине, чи малтанах унпа усă курайманнисене пулăшассине палăртрĕ. Улатăр, Куславкка, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Пăрачкав, Вăрмар, Çēрпÿ, Шупашкар, Шăмăршă, Çĕмĕрле районĕсен администрацийĕcен пуçлăxĕceм ĕçмелли шыв парса тăмалли хăш объектсене юсамаллине пĕлтерчĕç. Олег Николаев вĕсeне çĕнетме республика бюджетĕнчен xушма укça yйăрасси çинчен пĕлтерчĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас