Тискер кайăк тытма юрать

6 Çурла, 2020

Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕччен вăрманпа уй-хир кайăкне тытма юрать.

Раççейĕн Çут çанталăк министерстви йышăннă сунар правилисенче пăхса хăварнă тăрăх, карăк, ăсан, пăчăр, кăрăпчак вăрман кайăкĕ шутланать, сăрă хир чăххи, путене, кăвакарчăн тата улатăпа – уй-хир кайăкĕ. Ăсана талăкра 2 пуç тытма чармĕç, пăчăра – 3 пуç, кăрăпчака – 5 пуç.

Сунар йыттисемпе тата кайăкĕсемпе те усă курма юрать. Ухутана сунар кайăкĕпе каякансен сунарçă билечĕпе пĕрлех сунар кайăкне усрама ирĕк пуррине ĕнентерекен документ пулмалла.

www.hypar.ru

minpriroda.cap.ru сайтри сâн ӳкерчěк

Комментари хушас