Укçа-тенкĕ çителĕклĕ, ĕçе пуçăнмалла

10 Çĕртме, 2020

Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Правительство членĕсем 31 ыйту пăхса тухрĕç. Вĕсем, тĕпрен илсен, ЧР Министрсен Кабинечĕн унчченхи йышăнăвĕсене хальхи вăхăтри саккунсемпе килĕшÿллĕн улшăнусем кĕртессипе çыхăннă.

Чăваш Ен автономи облаçĕн юбилейне хатĕрленсе ирттерме республика бюджетĕнчен Шупашкар хулине тата Хĕрлĕ Чутай районне 25 миллионшар тенкĕ уйăрма палăртнă. Ку укçа-тенкĕпе, ЧР строительство министрĕ Александр Героев палăртнă тăрăх, муниципалитетсем общество вырăнĕсене хăтлăлатма усă курĕç. Бюджетран паракан укçана вăхăтра ĕçе кĕртес тĕллевпе ĕнерхи ларура 2018-2024 çулсем валли йышăннă «Чăваш Республикин территорийĕнче хальхи йышши хула хутлăхĕ йĕркелесси» патшалăх программине улшăнусем кĕртрĕç. Строительство министрĕ паллаштарнă проект субсиди памалли йĕркене тата ăна мĕнле ĕçсем валли уйăрассине çирĕплетет.

Патшалăхăн территорисене хăтлăлатассипе çыхăннă çак программине пурнăçланă май Пăрачкав районне те республика бюджетĕнчен укçа уйăрма йышăнчĕç. Ăнсăртран мар, Пăрачкав районне кăçал тирпей-илем кĕртме палăртнă объектсен шутне кĕртнĕ. Сăмах май, çÿлерех асăннă регион проекчĕпе 2020 çулта муниципалитетсенчи 39 объекта /çак шутран общество вырăнĕсем — 35, картишсем — 4/ хăтлăлатмалла.

Регион пĕлтерĕшлĕ уйрăмах сыхлакан çут çанталăк территорийĕсен чиккисене палăртассипе çыхăннă йышăну проектне пăхса тухнă чухне ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев малашлăхра заповедниксенче экологи туризмне аталантарма май пуррине палăртрĕ. «Манăн шухăшăмпа, çак территорисенче туризма аталантарнă май пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене те тимлĕх уйăрăпăр. Ку енĕпе тĕллевлĕн ĕçлеме ыйтатăп», — терĕ вăл. ЧР çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев предпринимательсенчен экологи туризмне йĕркелесси пирки сĕнÿсем килнине пĕлтерчĕ. «Çакнашкал пуçарусене шута илĕпĕр. Республикăра пурăнакансене хамăр тăрăхри илемлĕ вырăнсемпе, çут çанталăк пуянлăхĕпе паллашма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, Раççейри, ют çĕршывсенчи туристсене ытларах илĕртме майсем тăвассишĕн тăрăшăпăр», — палăртрĕ ведомство ертÿçи.

Ларура ырласа йышăннă проект малашне сусăрсен пурнăçне тата та ансатлатĕ. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрекен йышăнупа килĕшÿллĕн çак ушкăнри граждансен çурт лартма е хваттер туянма патшалăх пĕр хутчен паракан тÿлеве илес тесен медицина-социаллă экспертиза докуменчĕсене тăратмалла пулмасть. Кирлĕ сведенисене ведомствăсен хушшинчи электронлă çыхăну системинчен е инвалидсен федераци реестрĕнчен илме пуçлаççĕ.

Республика бюджетĕнчен тăватă муниципалитета спорт объекчĕсем тума укçа пама йышăннăран «Физкультурăна тата спорта аталантарасси» патшалăх программине те, тĕрĕсрех, унăн çум программине субсиди уйăрмалли йĕркене хушассине çирĕплетмелле пулчĕ. ЧР спорт министрĕ Василий Петров каланă тăрăх, çĕнĕ правилăсемпе килĕшÿллĕн кăçал регион бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕпе Элĕк салинче 25 метрлă бассейн, Сĕнтĕрвăрри хулинче стадион, Пăрачкав салинче стадион-лапам строительствине пуçламалла, Шупашкар хулинче «Энерги» футбол уйне реконструкцилеме тытăнмалла. Бюджетра çак ĕçсем валли палăртнă укçа пур. Апла тăк ĕçе пуçăнмалли кăна юлать.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментари хушас