Ултă çĕрте газ пăрăхĕ сарĕç

29 Çĕртме, 2020

Кăçал пирĕн республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи ултă вырăнта газ пăрăхĕ сарма палăртнă. Вăл 16 километр тăршшĕ ытла пулĕ. Ĕçе «Газпром газораспределение Шупашкар» акционерсен обществи «Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха модернизацилесси тата аталантарасси» программăпа килĕшÿллĕн пурнăçлĕ. Строительство валли предприяти 32 миллиона яхăн тенкĕ уйăрĕ.

Газ пăрăхĕ хурассине Шупашкарти Хĕвеллĕ урамран тытăнмалла. Вăл унти 56 уйрăм çын çуртне кăвак çулăм кĕртме май парĕ. Унсăр пуçне ĕç Куславкка хулинче, Канаш районĕнчи Шăхасан, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Пущăн Сали, Йĕпреç районĕнчи Шăрттан, Пăрачкав районĕнчи Кудеиха ялĕсенче вĕçленсе пырать.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас